Экономика

3 Ака, 2014

Мускаври тĕл пулусем

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Мускавра ĕçлĕ визитпа пулнă.

Премьер-министр Раççей Строительство, Экономика аталанăвĕн министерствисенче, федерацин пурăнмалли çурт-йĕр строительствин аталанăвне пулăшакан фондĕнче тĕл пулу ирттернĕ. РФ строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕпе Андрей Чибиспа Иван Моторин Чăваш Республики федерацин «Таса шыв» программине хутшăнас ыйтăва сÿтсе явнă.

3 Ака, 2014

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен - çĕнĕ виçепе

Раççей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕпе кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче социаллă пенсисем - 17,1, федераци çăмăллăхçисен уйăхри укçа тÿлевĕ тата социаллă пулăшу пуххин хакĕ - 5, ĕç пенсийĕсен страховани пайĕ нарăс уйăхĕнче ÿстерни çумне тата хушса 1,7 процент пысăкланнă.

3 Ака, 2014

Чăваш Республики - улттăмĕш вырăнта

Нумаях пулмасть Экономикăн аслă шкулĕн статистика тĕпчевĕсен тата экономика пĕлĕвĕсен институчĕ Раççей Федерацийĕнчи субъектсен инноваци аталанăвĕн индексне, вĕсен рейтингне пĕтĕмлетнĕ. Тишкерÿ мĕн кăтартса панă-ха?

Инноваци аталанăвĕ енĕпе чи малта - Мускав, Тутарстан тата Санкт-Петербург.

Инноваци çулĕн пуçĕнче: Чул хула, Калуга облаçĕсем, Чăваш Республики, Свердловск, Томск, Мускав, Ульяновск облаçĕсем, Пермь крайĕ, Новосибирск облаçĕ.

Рейтингăн чи аялти картлашкинче: Ингуш, Калмăк тата Чечен республикисем.

2 Ака, 2014

Кун йĕркинче - çул çинчи хăрушсăрлăх

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин Правительствăн çул çÿрев хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Унта иртнĕ çулхи çулсем çинчи лару-тăрăва пĕтĕмлетнĕ, çуран çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли условисем йĕркелес, çулсене пăхса тăрас ыйтусене сÿтсе явнă.

Pages