Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен - çĕнĕ виçепе

3 Ака, 2014

Раççей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕпе кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче социаллă пенсисем - 17,1, федераци çăмăллăхçисен уйăхри укçа тÿлевĕ тата социаллă пулăшу пуххин хакĕ - 5, ĕç пенсийĕсен страховани пайĕ нарăс уйăхĕнче ÿстерни çумне тата хушса 1,7 процент пысăкланнă.

РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх - социаллă пенсисен вăтам виçи республикăра 947 тенкĕ хушăнса 6522 тенкĕпе танлашнă. Сусăр ачасен тата пĕчĕкренпех пĕрремĕш ушкăн инваличĕ шутланакансен социаллă пенсийĕ 1515 тенкĕ хăпарнă, 10376 тенке çитнĕ.

Ĕç пенсийĕсене пысăклатмалли коэффициента РФ Пенси фончĕн бюджет тупăшĕ 2013 çулта пĕр пенсионер пуçне мĕн чухлĕ ÿснине кура палăртнă /аса илтеретпĕр, кăçалхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче ĕç пенсийĕсене инфляципе килĕшÿллĕн 6,5 процент индексациленĕ/. Ака уйăхĕнчи хушăма шута илсен ватлăхри ĕç пенсийĕн вăтам виçи кăçалхи нарăс уйăхĕнчи шайран 175 тенкĕ ÿссе /çулталăк пуçланнăранпа - 785 тенкĕ/ 10380 тенкĕпе танлашнă. Ку кăтарту Чăваш Республикинче пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен /4963 тенкĕ/ 2,1 хут нумайрах.

Çапла вара 2014 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче мĕн пур пенси пысăкланнă. Хушăм - кашнин хăйне евĕр, çакă унăн виçипе çыхăннă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсен - икĕ пенсие тивĕçекенсен - вăтамран 1,8 пин тенкĕ, вĕсем пĕтĕмпе 26,8 пин тенкĕ илеççĕ.

Пирĕн республикăра 353 пин пенсионер пурăнать, вĕсенчен 325 пинĕшĕ ватлăхри ĕç, инвалидлăх тата тăрантарса пурăнакана çухатнăшăн паракан пенсисене тата 28 пинĕшĕ патшалăх пенсийĕсене /социаллă, инвалидлăх, вăрçа хутшăннисен, вилнĕ çар çыннисен ашшĕ-амăшĕн пенсийĕсем/ тивĕçеççĕ.

Пенсисене ÿстернипе вĕсене тÿлеме каякан уйăхри тăкаксем республикăра ака уйăхĕнчен 94 млн тенкĕрен иртеççĕ, çулталăк вĕçленнĕ тĕле 846 млн тенкĕлĕх пысăкланаççĕ.

Федераци çăмăллăхçисен уйăхри укçа тÿлевĕ, ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен, тенкĕпе:

Федераци çăмăллăхçисен социаллă пулăшу пуххин хакĕ 2014 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен уйăхра 881,63 тенкĕпе танлашать, çав шутра: эмел пайĕ - 679,05 тенкĕ, санаторипе курорт пайĕ - 105,05, транспорт пайĕ /хула çум пуйăсĕнче çÿресси тата санаторие кайса килесси тÿлевсĕр/ - 97,53. Федераци çăмăллăхçисене тÿлемешкĕн каякан тăкаксем республикăра ака уйăхĕнчен 10 млн тенкĕлĕх ÿсеççĕ, çулталăк вĕçлениччен - 90 млн тенкĕлĕх.

Чăваш Республикинче уйăхри укçа тÿлевне федерацин 109 пин çăмăллăхçи тивĕçет, вĕсенчен ытларахăшĕ /86 пин/ - инвалид. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисемпе инваличĕсем тата çар ĕç ветеранĕсемпе тăлăх арăмсем, радиаци катастрофине пĕтермешкĕн хутшăннисемпе граждансен ытти категорийĕ те çÿлерех асăннă ушкăна кĕреççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.