Экономика

17 Ака, 2014

Республика парăмĕ чакать

Чăваш Ен патшалăх парăмне йĕркелес, ăна пĕчĕклетес тĕлĕшпе тухăçлă ĕçлет. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне вăл 9 млрд та 827 млн тенкĕ, малтан палăртнинчен 935,4 млн тенкĕ /8,7%/ сахалрах, пулнă.

15 Ака, 2014

Сыхлăх, кану, тирпейлĕх

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер республика Правительствин членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаç тытăмĕсен территори органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

15 Ака, 2014

Раççей Федерацийĕнче - лайăххисен шутĕнче

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕн лару-тăрăвĕ çирĕплĕхпе палăрса тăчĕ. Регистрациленĕ граждансен йышĕ ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 4836 çынпа танлашнă, шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ экономикăна пуçаруллă хутшăнакан халăх хисепĕпе шайлаштарсан - 0,72 процент.

12 Ака, 2014

Министрсен ĕçне çапла хаклаççĕ

Халăх шухăшне тĕпчекен Пĕтĕм Раççейри центр /ВЦИОМ/ çак кунсенче Раççей Правительствин министрĕсен ĕçĕсен пахалăхне хаклакан рейтингпа паллаштарнă.

Ăна тишкернĕ май - çапларах пĕтĕмлетÿ, Раççейре пурăнакансем юлашки уйăхсенче РФ Правительствин пĕтĕм членĕн ĕçне пысăка хурса хаклама пуçланă. Нумайăшĕн рейтингĕ çулталăк çурăра самаях ÿснĕ. Çакă министрсен ят-сумĕ хăвăрт ÿссе пынă май аутсайдерсен позицийĕсем те чакнă.

Pages