Экономика
Бюджета улшăнусем кĕртнĕ
Декабрĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ çирĕм улттăмĕш сессийĕ иртнĕ. Унта пĕтĕмпе 32 ыйту пăхса тухнă.
Тĕп ыйту - Чăваш Республикин 2014 çулхи тата планпа пăхнă 2015, 2016 çулсенчи бюджетне улшăнусем кĕртессипе çыхăннă саккун проекчĕ. Документпа килĕшÿллĕн республикăн 2014 çулхи бюджечĕ тупăшсен енĕпе пĕтĕмĕшле илсен 485,8 млн тенкĕлĕх ÿсет, çав шутра тавăрса памалли мар укçа - 1008,8 млн тенкĕлĕх. Депутатсем чылай сÿтсе явнă хыççăн ăна пĕрремĕш тата иккĕмĕш вулавсемпе йышăннă.
Китай Чăваш Енпе пĕрле ĕçлесшĕн
Чăваш Республикипе Китай Халăх Республики хушшинчи туслă çыхăну нумай енлĕ аталаннине хальтерех пирĕн тăрăха ют патшалăхран пысăк йышлă делегаци килни те аван çирĕплетет.
Банкоматсем ĕçлемеççĕ
Экономикăри улшăнусем — тенкĕ пĕрре йÿнелни, унтан хакланни - çынсем хушшинче пăлхану çуратать. Чылайăшĕ васкавлăн банкри укçи-тенкине илме пуçланă. Çавна май паян ир енне чылай банкомат ĕçлеме чарăннă. Мĕншĕн тата мĕн тумалла? Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тĕпчерĕ.
«Чăваш наци телевиденийĕ — Чǎваш Ен» 18.12.2014
Чăваш Енпе Турци малашне те çыхăнса ĕçлĕç
Декабрĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Турци Республикин Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Умит Ярдымпа тата Турци Республикин Хусанти Тĕп Консулĕпе Турхан Дильмачпа тĕл пулнă.
Вĕсем Чăваш Енпе Турци малашлăхра экономика, вĕрентÿ тата культура енĕпе çыхăнса ĕçлессине сÿтсе явнă.
Посол господин Раççей Президенчĕ Владимир Путин Турци Республикинче патшалăх визичĕпе пулнă чухне Турци Президенчĕпе Реджеп Тайип Эрдоганпа тĕл пулнă май икĕ ен пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси çинчен пĕлтерĕшлĕ йышăну тунине палăртнă.
Pages
- « первая
- ‹ предыдущая
- …
- 210
- 211
- 212
- 213
- 214
- 215
- 216
- 217
- 218
- …
- следующая ›
- последняя »