Бюджета улшăнусем кĕртнĕ

19 Раштав, 2014

Декабрĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ çирĕм улттăмĕш сессийĕ иртнĕ. Унта пĕтĕмпе 32 ыйту пăхса тухнă.

Тĕп ыйту - Чăваш Республикин 2014 çулхи тата планпа пăхнă 2015, 2016 çулсенчи бюджетне улшăнусем кĕртессипе çыхăннă саккун проекчĕ. Документпа килĕшÿллĕн республикăн 2014 çулхи бюджечĕ тупăшсен енĕпе пĕтĕмĕшле илсен 485,8 млн тенкĕлĕх ÿсет, çав шутра тавăрса памалли мар укçа - 1008,8 млн тенкĕлĕх. Депутатсем чылай сÿтсе явнă хыççăн ăна пĕрремĕш тата иккĕмĕш вулавсемпе йышăннă.

Вĕсем çавăн пекех ЧР «Чăваш Республикинче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси çинчен», «Чăваш Республикин территорийĕсене, халăха çутçанталăк тата техногенлă синкерĕсенчен хÿтĕлесси çинчен», «Чăваш Республикинче вырăнти хăйтытăмлăха йĕркелесси çинчен», «Чăваш Республикинче граждансен сывлăхне сыхласси çинчен» саккунĕсене улшăнусем кĕртессипе çыхăннă проектсене тишкернĕ. Унсăр пуçне депутатсем парламентăн кадрсен ыйтăвне пăхса тухнă.

Тĕплĕнрех - çитес номерте.

И.КЛЕМЕНТЬЕВА.

Рубрика: