Кун хыççăн кун

13 Авăн, 2017

Киччĕ старости

Кам вăл — староста? Ял тăнăçлăхне, йĕркене, сăн-сăпачĕпе тирпей-илемне тытса тăракан чи хисеплĕ çын. Тăвай районĕнчи Киччĕре пурăнакан Василий Волков çакна никамран лайăх пĕлет. Сакăр теçетке çулалла кармашать пулин те ялта староста тивĕçĕсене пурнăçлать. Василий Николаевич яваплă çак ĕçре 2007 çултанпах тар тăкать.

13 Авăн, 2017

Мускав укçи региона тĕревлетĕр

Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕн малтанах палăртнă кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене тишкерме пуçличчен республика Пуçлăхĕ çĕршыв ертÿçисем ирттернĕ канашлусенче сÿтсе явнă темăсем тавра сăмах хускатрĕ. Ăнсăртран мар: Чăваш Ене тÿрремĕнех пырса тивекен самантсем те пур.

13 Авăн, 2017

Ачасем пурри ылтăнран паха

— Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар, — терĕ Супар ялĕнче пурăнакан Александра Григорьева. — Тăхăр теçетке çул хушшинче мĕн кăна курма тивмерĕ пулĕ. Мăшăрпа тунă çуртра паян пĕчченех пурăнатăп.

13 Авăн, 2017

Шупашкартан Екатеринбурга самолетсем вĕçме пуçлĕç

Çитес уйăх вĕçĕнче Шупашкартан Екатеринбурга самолетсем вĕçме пуçлĕç. Ку маршрутпа çула тухакансене «Псковавиа» авиакомпани турттарĕ.

12 Авăн, 2017

Атьăр, каяр сунара!

Авăн уйăхĕн 1-14-мĕшĕсенче кайăкçăсене сунар лаптăкĕсенче патронпа тата е сывлăшпа перекен пăшалсăр, акар-пурсуй йыттисемпе мулкач тата тилĕ тытма ирĕк панă.

Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 2018 çулхи нарăс уй¬ăхĕн 28-мĕшĕччен пăшалпа тилĕ, енот йытти, кашкăр тытĕç. Кашни сунарçăн мулкача — пĕрререн, енот йыттине иккĕрен ытла тытма юрамасть. Тилĕпе кашкăра «капкăна» миçе лектермеллине палăртман.

Pages