Комментари хушас

13 Авăн, 2017

Киччĕ старости

Кам вăл — староста? Ял тăнăçлăхне, йĕркене, сăн-сăпачĕпе тирпей-илемне тытса тăракан чи хисеплĕ çын. Тăвай районĕнчи Киччĕре пурăнакан Василий Волков çакна никамран лайăх пĕлет. Сакăр теçетке çулалла кармашать пулин те ялта староста тивĕçĕсене пурнăçлать. Василий Николаевич яваплă çак ĕçре 2007 çултанпах тар тăкать.

Çапах та, мĕне пĕлтерет староста тени? Патша саманинче вăл ял обществи суйланă должноçри çын /чи аялти картлашки/ шутланнă. Ял халăхĕ ăна виçĕ çуллăха суйласа лартнă. Администраци ĕçĕсемпе вăл вулăс старшинине, земство пуçлăхне пăхăнса тăнă. Полици ĕçĕсемпе вара полици уретникне пăхăннă. Çав вăхăтрах унăн ĕçне хăйне суйланă община пăхса, тишкерсе тăнă, вăлах ăна шалу тÿлесе тăнă. Староста институчĕ хальхи Раççейре 2000 çулсен пуçламăшĕнче йăл илме пуçларĕ. Старостăна паян ĕçре палăрнă, ят-сум çĕнсе илнĕ çынсене лартаççĕ.

Василий Волков ялти пуçламăш, Амалăхпа Тĕмер шкулĕсенчен вĕренсе тухнă хыççăн çара кайиччен тăван колхозра ĕçленĕ. Хĕсметрен килсен клуб заведующийĕнче, партком секретарĕнче вăй хунă. Пуçаруллă та маттур çамрăка райком направленипе парти шкулне вĕренме янă. Унтан таврăнсан вăл «1 мая» колхозра агрономра ĕçленĕ. Нумай та вăхăт иртмен — Василий Николаеви-ча колхоз председательне лартнă. 1977 çулта Мучар, Кĕрше тата Киччĕ ялĕсем пĕр колхоз йĕркеленĕ. Василий Волкова агрономра ĕçлеме шаннă. Çулсем иртнĕçемĕн, самана улшăннă май колхоз каллех пайланнă. Василий Николаевич вара мĕн пенсие кайичченех тăван хуçалăха ертсе пынă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ăна килте алă усса лартман — бригадирта, агрономра ĕçлеме кăларнă. Паянхи кун та вăл вырăнти хуçалăха ĕçлеме çÿрет.

«Староста — ялти тĕрлĕ ыйтупа ĕçлекен аслăрах çын. Эпĕ хуçалăх енĕпе ытларах тăрăшатăп. Маларах шыв ыйтăвĕ ялти çынсен чун ыратăвĕччĕ. Вăй çитерсе ăна татса патăмăр. Пирĕн насус икĕ хут та çунса кайрĕ. Халăхран укçа пухса насуса улăштартăмăр. Вырăнти хуçалăх кран парса пулăшрĕ. Халĕ колонка шывĕпе усă куратпăр. Чылайăшĕ çурта шыв кĕртнĕ. Çĕр пайĕсемпе те ĕçлемелле пулчĕ. Пирĕн кашни пая гектар та 81 сотăй çĕр лекет. Вĕсене хут çинче палăртса регистраци витĕр кăлартăмăр. Килсенче тĕрлĕ сăлтава пула газ ĕçлеме пăрахсан ентешсем тÿрех мана пĕлтереççĕ. Вара газ енĕпе ĕçлекен специалистсене чĕнетĕп. Ытти ялти пекех пирĕн те çамрăксенчен ытларахăшĕ хулана вĕренме каять те унтах вырнаçать. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç сахал, ватăсем вилсе пыраççĕ. 160 киллĕ Киччĕре 50-60-ăшĕ пушă ларать. Вăй питти арçынсем аякри хуласене ĕçлеме çÿреççĕ. Нумаях пулмасть пуçламăш шкула хупрĕç, халĕ ачасене автобуспа Мучар шкулне илсе çÿреççĕ. Ялта клуб, медпункт, икĕ лавкка пур. Тĕрĕссипе, яла аталанма пурнăç начар мар, кĕрсе тухма асфальт пур. Кичче автобус та çÿрет, ГАЗель те килет. Çут çанталăк газĕпе усă куратпăр, электричество, шыв пур. Анчах çынсем ватăлса пыраççĕ, юлнисен пĕр пайĕ ĕçке ярăннă. Кĕтÿ çÿреме — улăх, выльăх апачĕ хатĕрлеме майсем пур пулсан та çынсем, ĕлĕкхипе танлаштарсан, ĕне сахал тытаççĕ. Ял кĕтĕвĕнче халĕ мĕн пурĕ те 50 ĕне кăна. Маларах вара 220-250 пуç та пулнă», — паянхи ял пурнăçĕпе паллаштарчĕ староста.

Тăвай салинчен 12 çухрăмри Киччĕ илемлĕ тăрăхра, чикĕре вырнаçнă. Ялпа юнашарах улăх-çаран сарăлнă, Кĕтне шывĕ Сĕве еннелле васкать. Кĕтне леш енче пĕчĕк-пĕчĕк вăрмансем, Тутар Республикин çĕрĕсем пуçланаççĕ… Уçă сывлăш… Анчах илемпе кăна илĕртсе çамрăксене яла хăвараймастăн çав. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.