Комментари хушас

Çитес уйăх вĕçĕнче Шупашкартан Екатеринбурга самолетсем вĕçме пуçлĕç. Ку маршрутпа çула тухакансене «Псковавиа» авиакомпани турттарĕ. Шупашкаршăн ку организаци халĕ те çĕнĕ мар, мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра вăл Чăваш Енпе Питĕр хулисене çыхăнтарать.

Екатеринбурга Шупашкартан самолетсем юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа эрнере икĕ хутчен – ытларикунпа кĕçнерникун вĕçĕç. Пирĕн республика тĕп хулинчен вĕсем 9 сехетре хускалĕç, Екатеринбурга 11 сехетре çитĕç.

Сăмах май, вăл вăхăта Шупашкарти аэропорт хĕллехи расписанипе /унпа Шупашкарти аэропорт сайтĕнче паллашма май пур/ ĕçлеме тытăнĕ.

Вера ТИТОВА. https://russianplanes.net сайтри сăн ÿкерчĕк.