Ростислав Тимофеев: уласлăхăмăр çĕнĕ тĕссемпе çуталтăр

13 Нарăс, 2015

Пĕлтĕрхи ĕç-хĕле тишкерсе пĕтĕмлетесси, çĕнĕ тĕллевсем палăртасси заводсемпе предприятисенче, район-хула администрацийĕсенче кăçал нихçанхинчен те анлăрах, тĕплĕнрех иртеççĕ. Ахальтен мар: сăлтавсем, халиччен пулманнисем, халăхăмăр çине йăтăнса ансах тăчĕç вĕт. Çутçанталăк синкерĕ - пăрлă çумăр - шарт сиктерчĕ, республикăри вуншар яла пысăк тăкак кÿчĕ. АПШпа Европапĕрлĕхĕн санкцийĕсем экономикăна тухăçлăрах аталантарма чăрмантараççĕ, халĕ те ура хураççĕ. Çавна май ĕçĕмĕрсене çĕнĕлле йĕркелеме хистеççĕ. Лайăхрах тумитлесен хистевсĕрех çаврăнăçуллă, пуçаруллă пулмалла пирĕн. Кун пирки ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пусăмласа тăтăшах калать. Çук, ырлăх-пурлăх каплах, вăй хумасăрах йăкăртатса килессе кĕтсе ларатпăр. Ара, аграрлă Чăваш Ен халăхăмăра купăстапа тивĕçтерейми пулчĕ те - ăна, пĕр килограмĕ 35-40 тенкĕне çитнĕскере, кÿршĕ республикăсенчен туянасшăн. Намăс! Çитменнине, ку аптришра санкцисен шăрши-марши те çук.

Юрĕ, хамăрăн "айванлăха" пула çивĕчленнĕ ыйтăва тепĕр статьяра хускатăпăр. Халĕ, Муркаша ятарласа килнĕрен, район администраци пуçлăхĕпе Ростислав Николаевич ТИМОФЕЕВПА калаçар-ха. Экономикăн, социаллă пурнăçăн, политикăн пĕлтĕрхи лару-тăрăвне мĕнлерех хаклать вăл. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.