Рособрнадзор ертÿçи Сергей Кравцов ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулĕ

27 Çурла, 2018

2019 çулхи ППЭ, 9 классен патшалăх аттестацийĕ, Раççей шайĕнчи тĕрĕслев ĕçĕсем, вĕрентÿ пахалăхĕн наци тĕпчевĕсем тавра пухăннă ыйтусен хуравĕсене авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче 11 сехетрĕ илтме май пулĕ.

Шăпах çакăн чухне Рособрнадзор ертÿçи Сергей Кравцовпа ведомство представителĕсем «Раççей паян» тĕнче шайĕнчи мультимеди пресс-центрĕнче ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулĕ.

Мероприяти вăхăтĕнче регионсене те тÿрĕ эфира кăларма палăртнă.

Ыйтусене çыру хатĕрлесе е видео ÿкерсе ege@obrnadzor.gov.ru электрон адреспа ярса пама е Рособрнадзорăн ВК сетьри страницине вырнаçтарма юрать.

Рубрика: 

Комментари хушас