РОЛЬ
Хĕрĕсем килессе кĕтсе хваттерĕнче унталла-кунталла уткаларĕ хĕрарăм. Чĕрине тунсăх пуснă унăнне. Залри чÿречене яри уçса ячĕ те - сарлака пÿлĕме çурхи çил шăрши сарăлчĕ. Сар хĕвел хĕрÿлĕхĕшĕн тунсăхланине пытараймасăр хĕл вĕçленнĕшĕн, çуркунне çитнишĕн савăнса юрласах ячĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕн сасси уçă, янăравлă. Акă тинех алăк уçăлчĕ те пÿлĕме икĕ хĕрача умлăн-хыçлăн вирхĕнсе кĕчĕ.
- Анне, анне, мана режиссер Нарспи рольне шанса пачĕ. Пĕлетĕн-и/ Нарспи-и-и! Эпир Кĕçтенттин Ивановăн поэми тăрăх çырнă драмăна кĕçех хуламăрти кĕçĕн театр сцени çинче лартăпăр! Ăнланатăн-и, аннеçĕм, эпĕ - Нарспи/! Хÿхĕм те сарă пике! - амăшне ыталаса çавăрчĕ пĕрремĕш çул театр студине çÿрекен хĕрача, аслă класра вĕренекен вăр-вар пăрчăкан. Хăйĕн куçĕ йăлтăртатать, тути кулать. Куçкĕскинчен хăйне пĕрре апла, тепре капла пыра-пыра пăхать.
- Чим-ха, чим, пикеçĕм. Настя иккĕмĕш çул çÿрет-çке студие. Режиссер ăна тата мĕнле роль пачĕ/ Нарспи амăшне сăнарлĕ-и вăл/ Тен, туй пикин хĕр-тантăшĕсенчен пĕри пулĕ/ - кăсăкланчĕ амăшĕ. Светлана чĕкеç евĕр чарăнми чĕвĕлтетнĕ чухне йăмăкĕн куçĕ тунсăхпа тулнине асăрханăран çапла ыйтрĕ вăл.
- Света - Нарспи, эпĕ - дублер, - кăмăлсăртарах хуравларĕ кĕçĕнреххи. - Мана Алексей Петрович аппапа ылмашса ĕçлеме хатĕрлĕ. Халĕ тĕшмĕртрĕн-и ĕнтĕ/ Артистка спектакле ĕлкĕреймесен е чирлесен мана та телей йăл кулса пăхма пултарĕ. Чăн-чăн çăлтăрĕ вара пирĕн - Светуля.
- Театрсенче артистсем тĕп рольсене ылмашăнса выляççĕ. Пĕр кун - пĕри, тепринче - тепри. Пурăнан пурнăçра тем сиксе тухма пултарать. Кашниех çын вĕт, - терĕ амăшĕ Настьăн кăмăлне çемçетес шутпа. - Веçех аван пуласса пĕлетĕп-ха эпĕ. Эсир иксĕр те сăмахĕсене аван вĕренĕр, Нарсписем, сар кайăксем. Сцена çине иксĕре те кăлараççех. Кун пирки сăмах та çук. Халь мана тата тепĕр ыйту канăçсăрлантарать: Сетнер рольне калăплакан телейлĕ çынни кам вара/
- Славик, анне, пирĕн класри Чернов Славик, - хуравларĕ Светлана. Амăшĕ çине тÿрремĕн пăхмарĕ, куçне тартрĕ вăл.
- Литература олимпиадисене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илекен чăваш йĕкĕчĕ-и/ Ашшĕ-амăшне те пухусенче куркаланă, кăмăллă, илемлĕ çынсем. Вĕсем çинчен ыррине çеç илтнĕ. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест теççĕ-и-ха/
Вячеслав олимпиадăсенче кăна хастар мар, пултаруллă спортсмен та пулнине пĕлтерчĕç хĕрĕсем.
Çав самантра виçĕ чунран телейлĕреххи çĕр çинче никам та çукчĕ-тĕр. Тахçанччен шăпăлтатрĕç вĕсем çав каç. Театр, драматурги çинчен калаçрĕç, чаплă артистсемпе ролĕсене асаилчĕç. Компьютера уçса Интернетра чăваш театрĕн историйĕпе кун-çулне сăнлакан статьясене сасăпах вуларĕç. Амăшĕ сасартăк таçта çухалчĕ, артист пулма ĕмĕтленекен ачисен умне шурă пирпе чĕркенĕ çыхă тем хушăра кăларса хучĕ. Асăрханса салтрĕ ăна. Унта мул, пуянлăх! Чăваш хĕрарăмĕн капăрлăх хатĕрĕсем. Ăна çак пуянлăха кукамăшех панă пулнă. Хĕрачасен куçĕсем тĕлĕннипе чарăлсех кайрĕç. Амăшĕ ламран лама куçакан тупрана тепĕртакран хăйĕн хĕрĕсене парĕ. Хăйне, хула хĕрринчи пĕр предприятире бухгалтер пулса ĕçлекенскере, кĕмĕл-нухрат, шÿлкеме-масмак халиччен кирлех пулман. Сцена çине тухмалли сăлтав пулман. Туя-мĕне тăхăнса кайма вăтаннă. Çавăнпа вĕсене кăларман та вăл арчаран. Артист пулма ĕмĕтленекен тĕпренчĕкĕсене ылтăн-кĕмĕлтен тунă тĕнчере çук илемлĕ тухья-хушпу, шăрçасем сцена çинче те пулин кирлĕ пуласси пирки иккĕленмест Нина аппа. Юратакан амăшĕн чĕри сисет çакна. Чĕпписем тĕкленсе вăй илнине, акăшсене çаврăнса пынине курать хĕрарăм.
Çуркунне çывхарнăçемĕн çывхарчĕ. Хĕвел те ытти чухнехинчен кăмăллăрах кулса пăхать, кашнинех çупăрлама тăрăшать. Хĕрсем шкул хыççăн куллен театр студине çÿрерĕç, амăшĕ килтен - ĕçе, ĕçрен киле васкарĕ. Спектакль премьерин кунĕ çывхарса пычĕ. Пĕррехинче каçхине урама тусĕпе тĕлпулма тухнă Светлана киле вĕри куççульпе йĕрсе таврăнчĕ. Тÿрех Настьăн пÿлĕмне вирхĕнчĕ вăл. Шаккамасăр, ыйтмасăр чупса кĕчĕ йăмăкĕ патне.
- Киревсĕр çын та иккен эсĕ! Çаплипех мана çилленсе пурăнатăн эппин/ Йăмăк тет хăйне! Нарспи рольне эпĕ санран тăпăлтарман, сăвă калаттарса тĕрĕсленĕ хыççăн режиссер хăй мана çирĕплетрĕ-çке. Эпĕ мĕнпе айăпа кĕтĕм санăн умăнта/ - çиллессĕн тапăнчĕ асли.
- Чим-ха, нимĕн те ăнланаймастăп, ятлама тытăниччен çын пул, ăнлантарса парсам, тархасшăн, - ÿкĕтлерĕ Настя.- Мĕншĕн вăрçатăн/
- Пĕлмен пек юнтарса ан тăр. Мĕншĕн мана Сашăпа хирĕçтертĕн/
- Мĕн/!
- Кала тĕрĕсне: ĕнер репетицире режиссерпа иксĕмĕр калаçса тăнă чухне эсĕ пирĕн тавра явăнаттăн. Апла пулсан сăнÿкерекенĕ те эсех. Çав ÿкерчĕке Саша телефонĕ çине те хăвах ярса панă. Çапла-и/ - лăпланаймарĕ Светлана. - Кала. Ан тун.
- Мĕн лĕпĕртететĕн, ан култар, пуш сăмах çапса тăратăн тата. Хăв каланине хăв ĕненетĕн-и халь/ - парăнмарĕ Настя та.
- Сансăр пуçне кама кирлĕ пулнă çапла сăтăр тума/ Эсĕ мана Нарспи ролĕшĕн кураймастăн халь. Çапла киревсĕр майпа тавăрасшăн пултăн эппин/ "Нихăçан та ан шăнкăравла" тесе мана пăрахса кайрĕ Саша. Эпĕ тĕп рольсемшĕн режиссер хыççăн чупатăп, юрасшăн явкаланатăп имĕш. Ман сăмахсене итлесшĕн те пулмарĕ.
- Ку эппин ăна минус, акка, мĕн кулянатăн. Сана, хăйĕн савнă тусне, ĕненмесĕр такама çеç шанакан çын куçран çухални - хăй паха пулăм, - пĕртăванне йăпатасшăн пулчĕ Настя. Анчах та ун сăмахĕсем аслăраххине лăплантармарĕç пулмалла.
- Тавăртăн апла, юрĕ. Эпĕ те хăçан та пулин кирлĕ пулăп-ха. Асту, - пÿрнипе юнарĕ вăл.
- Эп мар ăна, мĕнле ĕненместĕн эсĕ, - Настя та сассине хăпартрĕ.- Пĕлместĕп кам хăтланнине, анчах та тÿсĕмлĕх хутаççи шăтрĕ ман та. Çитет. Лăплан.
- Кăтартам-ха сана "лăплан"! - терĕ те йăмăкне минтерпе печĕ Светлана. Пĕр-пĕринпе вăйлах тытăçсах каятчĕç-и, тен, амăшĕ сасартăк шав илтсе килсе кĕмен пулсан.
- Мĕн хăтланатăр эсир/
- Анне, ку хутĕнче пуçлаканни эп мар, Света ахалех айăпласшăн мана,- кĕскен каласа пама пуçларĕ Настя хирĕçÿ сăлтавне уçăмлатас шутпа.
- Светлана, хăвна малашне те кун пек тытсан, кăмăл-туйăмна йÿле ярсан, пачах та театр студине яма чаратăп, - лăпланмарĕ амăшĕ.- Илтетĕн-и/ Итлемесен уроксем хыççăн пÿлĕмне çăрапа питĕрсе илме, унта сана хупса хăварма пуçлатăп. Мĕнле вăл капла/ Эсир пĕртăвансем-çке. Халь мĕн пайлатăр/ Арçын ачасем те унашкалах алхасса çапăçмаççĕ пуль. Эсир вара/ Пĕр-пĕрне хавхалантармалла сирĕн, туслă пулмалла.
- Анне, каçар, тархасшăн, анчах мана кÿрентерме нимĕнле ирĕк те çук унăн,- аппăшĕ йăмăкĕ çине çиллессĕн пăхса илчĕ те кăмăлсăррăн хăйĕн пÿлĕмне кĕрсе кайрĕ.
Пурнăç хăйĕн еккипе чупать. Пĕркунхи киревсĕр ĕç-пуçшăн кулянса ÿкнĕ амăшĕ те лăпланчĕ. Хĕрĕсене вăрçмарĕ, вĕрентмерĕ урăх. Кунашкал йăли те çук Нина Федоровнан. "Чĕпписен" шăкăл-шăкăл калаçăвне итлесе йăпанчĕ каçсерен. Вунă çул каялла упăшки пăрахсан икĕ ачине пĕчченех пурнăç сукмакĕ çине тăратма хал çитереймесрен пăшăрханнăччĕ. Йывăр вăхăтра хÿтте илнĕшĕн Аслă Пÿлĕхçе тав турĕ. Хĕрĕсем хăйсене çурма тăлăх ан туйччăр тесе ырми-канми ĕçлерĕ. Кану вăхăтне тĕппипех ачисене халалларĕ. Пĕр кружокран теприне çавăтса çÿреме вăй-хал çитерчĕ. Ÿнер, литература тĕнчипе кăсăклантарса яма пултарчĕ, спорта явăçтарчĕ, ырра хăнăхтарчĕ, аслисене хисеплеме, кĕçĕннисене пулăшма вĕрентрĕ. Хăйĕн телейне ачисемпе таччăн çыхăнтарчĕ.
Каçкÿлĕм ачисене кукăль таврашĕпе сăйлама юратать Нина Федоровна. Хальхинче те икерчĕ тума тесе хатĕрлев ĕçĕсем ирттерме пуçăнчĕ – илемлĕ шурă пир кĕпе тытнă Света алăкран кĕрсе тăчĕ.
- Анне, анне, ку кĕпене мана Нарспи рольне вылянă чухне тăхăнма пачĕç. Куратăн-и еплерех илеме килех илсе килтĕм. Ăна ятарласа çĕлеттернĕ терĕ Алексей Петрович. Кун пек капăр кĕпе эпĕ халиччен тăхăнса курман. Ăна хам пата çакса хурам,- амăшне ыталаса илсе чуптурĕ те аслă хĕрĕ пÿлĕмне чупса кĕчĕ.
Амăшĕ пуçне кăмăллăн пăркаласа, чăваш кĕпин илемĕнчен, пуян тĕррисенчен тĕлĕнсе юлчĕ.
- Чăнах та пит хитре-çке ку тум, - терĕ вăл.- Ăна тăхăннă хĕр туллă-сăртлă Пушкăртстанри Силпире çитĕннĕ Нарспи пекех хÿхĕм пулма тивĕç. Çакăн çумне тата капăрлăхсем те хушсан - ытарма çук селĕм пулĕ!
Çав хушăра амăшĕ умĕнче кăштах вĕçкĕнленес тесе туххăмрах кĕпене тăхăнса янă Светлана тухса çаврăнкаларĕ. Пăркаланчĕ-хуçкаланчĕ вунçиччĕри пике. Çуначĕ пулсан вĕçсе те кайĕччĕ-и/ Шухăшĕпе таçта аякра вăл халь - сцена çинче!
Кĕпине хывса ĕлкĕрейнĕччĕ-и, çук-и – пĕр çурт хăна килсе тулчĕ. Спектакле еплерех хатĕрленнипе кăсăкланма пухăннă Светăн чи çывăх юлташĕсем. Хĕр чухне хĕрĕх тус темерĕн. Тантăшсем тахçанччен хавасланчĕç - амăшĕ чăрмантармарĕ вĕсене.
Каçсерен репетицирен таврăнакан Светланăпа Настьăна паллаймăн та. Куçĕсем телейпе çуталса тăчĕç вĕсен. Çиччĕмĕш пĕлĕтре вĕçрĕç.
Спектакль премьериччен пĕр эрне юлсан килте пĕр кĕтмен çĕртен çĕнĕ пăтăрмах сиксе тухрĕ. Ку иртнинчен те киревсĕртерех. Нарспи рольне калăплама çĕленĕ кĕпе аркине, çаннисене ?амăшĕ якатнă хыççăн шкапа тирпейлĕн çакса хунăскере% такам хачăпа каскаласа юрăхсăра кăларнă. Кăмăлĕ хуçăлнă Светлана амăшĕ патне кухньăна чупса кĕчĕ, тĕнчери чи çывăх çыннине айăплама пăхрĕ.
- Анне, мана театра çÿреме чарас тесе çапла киревсĕр, пÿтсĕр ĕç тума юрать-и вара/ Юрататăп эпĕ сцена çине тухма. Илтетĕн-и, юрататăп. Режиссера халь ман мĕн калас/ Спектакль каçĕнче мĕн тăхăнса тухас/
- Чарăн-ха. Мĕн пулнине вара пĕр васкамасăр йĕркипе каласа пар/- лăплантарма хăтланса пăхрĕ хĕрне амăшĕ.
- Пĕтĕмпех пĕтрĕм. Курăр-ха, ман ытарма çук кĕперен мĕн тăрса юлнă/ - хуйхине ниçта хураймарĕ хĕр. Питне аллипе хупласа кукленсе ларчĕ. Çĕкленчĕ те хăйне ниçта чикме хал çитереймесĕр пÿлĕмне кĕрсе кайрĕ. Унтан пуçне кăларчĕ те:
- Шутламанччĕ, анне, эсĕ Настя валли çапларах киревсĕр майсемпе çул уçасса. Юрĕ, атя эпĕ, артистка пуласшăн ăнтăлаканскер, телейшĕн хамах май килнĕ таран кĕрешĕп, кĕпи - шел пулмарĕ-ши сана/ Турăçăм! Ниепле те ăнланаймастăп сирĕн çынла мар хаяр хăтланăвусене. Чĕре витĕр кăлараймастăп вĕсене. Çынсемех-çке эсир, - тесе "телейсĕрскер" каялла кĕрсе çухалчĕ.
Кĕçĕн хĕрĕпе амăшĕ ним ăнланмасăр пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç те тахçанччен шухăша путса ларчĕç. Вĕсен килĕнче мĕн пулса иртнине тавçăрса илейменни хĕрарăмпа ачине шалт тĕлĕнтерчĕ.
Тепĕр кунхине Светлана шкула та аран-аран çеç кайса килчĕ. Куляннипе шурсах кайнă вăл. Чун ыратăвне лăплантарайманнине пула амăшĕ икĕ кун килĕнче пулманнине, ĕçлĕ командировкăна кайса килнине те асăрхаймарĕ хĕр. Настя та аппăшĕпе пĕрлех кулянчĕ. Пĕртăванĕн хуйхин пĕчĕк пайне те пулин хăйĕн çине тийĕччĕ те - майне тупаймарĕ. Светланăн сÿрĕк кăмăлĕ каçпа репетицире те канăç памарĕ ăна.
Чăваш тĕрриллĕ вĕр-çĕнĕ шурă кĕпене алăкран кĕрсенех курчĕç хĕрачасем. Чиперккесем таврăнасса кĕтсе ăна амăшĕ алăка хирĕçех çакса хунă.
- Анне, ку мĕн/ Ăçтан ку кĕпе/ Кам валли вăл/ Ман валли мар пулĕ те/ - Светлана савăнăçне пытараймасăр çунатланчĕ. Пĕрре амăшне, тепре йăмăкне пырса ыталарĕ.
- Тăхăнса пăх-ха, пирĕштийĕм. Чăваш тумĕ сан çинче пит илемлĕ курăнмалла, - хĕрарăм ăшшăн пăхрĕ тĕпренчĕкĕ çине. - Пыр-ха, пыр. Унта эп сирĕн сĕтелĕр çине пиçиххи, çÿхе, шÿлкеме-тевет, тухья, хитре пушмак пырса хутăм. Халь сирĕн умăрта тăракан хĕрарăмăн, пĕр сăмахпа каласан - манăн, мăн кукамăшĕ-асламăшĕсем шăп Нарспипе пĕр çулалли хĕрсем пулнă. Çак хаклă капăрлăхсене вĕсем тăхăннă. Чăваш хĕрĕн çи-пуçĕ авалтан тĕнчере çук илемлĕхпе, хăйнеевĕрлĕхпе уйрăлса тăнă. Нарспие пуян кил-йышра çут тĕнчене килме, ÿсме пÿрнĕ. Михетерĕн пĕртен-пĕр хĕрĕн кĕпи-тумĕ ялти хĕр-тантăшĕсенчен тата пуянрах, чыслăрах пулнă.
- Анне, халь эпĕ чăн-чăн Нарспи вĕт, çапла-и/ Пăхсамăр: ку кĕпе малтанхинчен те хитререх/ - хавхаланчĕ Светлана.
- Эсĕ кăлăхах кулянтăн.
- Мĕнле кулянмăн ĕнтĕ. Кĕпе-çке вăл, сцена çине тухмалли тум.
- Эппин халь эсĕ, сан кĕпÿне аннÿ каскаласа тăкманнине ĕненетĕн-и ĕнтĕ/ Сана, чĕкеçĕме, куççульпе йĕртсе çапла сăтăр тума пултарнă пулăттăм-им/ Сире иксĕре те юрататăп.
Спектакль премьери кунхине Настя маларах тухса вĕçтерчĕ театра. Каçчен туса ĕлкĕрмелли ĕçсем пур-ха терĕ вăл. Кăмăлĕ çĕкленÿллĕччĕ хăйĕн, уçăччĕ.
Светлана васкамасăр тумланчĕ. Йăмăкĕпе вĕсем ирпеле парикмахер тата визажист патне кайса килчĕç. Унта та эрне маларах çырăнса хунăччĕ. Халь сцена çине тухса вылямалла çеç. Куракансем çамрăк артистсене ура çине тăрса саламлĕç, хĕрÿллĕн алă çупĕç.
Спектакль тытăниччен пĕр сехет юлсан Света кĕпене хунă чехола йăтса алăк патнелле пычĕ, тамаша, алăк уçăлмасть. Такам ăна тепĕр енчен питĕрсе хăварнă.
Ним тăвайманнипе ланк! ларчĕ пике. Тăна кĕрсен пулăшу ыйтса амăшне шăнкăравлама васкарĕ. Татăлсах йĕчĕ.
- Хĕрĕм, ытла хыпăнса ан ÿк-ха. Эпĕ халех ĕçрен киле пыма тухатăп, - лăплантарма пăхрĕ Нина Федоровна. Анчах та пурăнакан çурчĕпе офисĕ хушши пысăк-çке. Епле тăрăшсан та часах çитсе ÿкеймĕ.
Светлана амăшне кĕтсе сехечĕ çинчен пĕр самант та куçне илмерĕ. Урамалла чÿречерен пыра-пыра пăхрĕ. Хваттер тăвăлтарчĕ ăна. Епле-ха апла, унсăрах спектакль тытăнĕ-ши/
Амăшĕ чупса çитнине çăра уççи чăнкăртатнипе ăнланчĕ, тинех читлĕхрен хăтăлма май пуррине туйса алăк патне ыткăнчĕ. Анчах та савăнăçĕ вăраха пымарĕ унăн. Уçă хуçине итлесшĕн пулманни кулянтарчĕ ăна.
Кунта тем йĕркеллех маррине ăнлансан, хупă алăк витĕр хĕрĕпе калаçма шутларĕ амăшĕ.
- Хĕрĕм, сантехника, платника шăнкăравласа йыхăрăп. Кĕçех килĕ. Унсăр уçма май килместех пуль. Такам уççине çăра ăшне хуçса хăварнă пулас. Ытлашшипех хыпса ан çун-ха, - терĕ вăл. - Веçех майлаштарăпăр.
- Анне, мĕскер эсĕ, ман пурнăç йĕп вĕçĕ çинче тытăнса тăрать, пĕлетĕн-и/ Халь выляймасан ман пурнас та килмест.
- Эс çавнашкалах ан кулян, чăт пăртак.
Çав хушăра Светланăн кĕсье телефонĕ шăнкăртатса кайрĕ. Тамаша, режиссер иккен. Света халĕ те килменнипе пăшăрханса ÿкнĕскер, ахăртнех, интересленме шут тытнă.
- Алексей Петрович, тĕлĕнмелле, мана тул енчен такам питĕрсе хăварнă... - теме çеç ĕлкĕрчĕ - телефонра сасă пĕтрĕ.
Пуçĕ çаврăнса кайрĕ хĕрĕн, тăнне çухатса тÿнмелли анчах юлчĕ. Чĕри читлĕхе лекнĕ кайăкăнни евĕр кăтлатать. Епле-ха апла, хăйĕн премьеринчен тăрса юлĕ-ши вăл паян/ Камăн пуçтахлăхне пула çапла шар курĕ/ Кĕпине илчĕ те çиçĕмле хăвăртлăхпа балкон çине чупса тухрĕ. Çÿллĕрех çав - тăваттăмĕш хут. Ниепле те анаяс çук. Хăрушă. Пăхрĕ те - кÿршисен балкон чÿречи яр уççине курчĕ. Çавăнта асăрханса каçатăп та - театра! Ал-урипе кармашса улăхма пуçларĕ çеç - амăшĕ хăватлăн кăшкăрса янине илтрĕ:
- Хĕрĕм, çын пул-ха. Сан пурăнас килмест-и/ Çав спектакльшĕн ÿксе вилесшĕн-и/ Аннÿпе йăмăку çинчен шухăшларăн-и çамрăк пуçупа/ Пирĕн кайран мĕнле пурăнас/ Чăтсам кăштах. Эсĕ ăслă хĕрача-çке. Платник халех çитме тивĕçлĕ. Спектакле те ĕлкĕрĕпĕр. Веçех йĕркеллĕ пулĕ, - лăплантарма тăрăшрĕ ачи телейĕшĕн хыпса çунакан хĕрарăм.
Света балкон карлăкĕ çине хунă урине майĕпен каялла урайне антарчĕ...
Спектакле ĕлкĕреймерĕ хĕрача çав каçхине. Амăшĕ те, платник та пулăшаймарĕç тĕлĕкре те Нарспи ролĕпе тĕлленекен сарă пикене. Светлана хăй пÿлĕмне кĕрсе выртрĕ те тахçанччен хурланса йĕчĕ.
Амăшĕн те куляннипе чĕри вырăнта мар. Хĕрне хĕрхенсе, ăна хавхалантарма тесе канма кунсем ?отгулсем% илме шухăшларĕ вăл, ĕçе вăраха ярас мар тесе çийĕнчех пуçлăхне шăнкăравласа, пĕлтерсе хучĕ.
Настя киле савăнăçлăн пырса кĕрсен аппăшĕ театрти лару-тăрăва пĕлмесĕр тÿсеймерĕ паллах. Сăнĕ унăн шурсах кайнă. Питĕнче пĕр тумлам юн юлман тейĕн.
- Ну мĕнле эсир унта/ Спектакль мансăрах пулчĕ пуль/ - тĕпчерĕ Светлана.
- Пулчĕ! Нарспи рольне ман вылямалла пулчĕ. Сергей Петрович сасартăк ман пата пычĕ те: "Хатĕрлен, Светлана килеймест, тĕп роле сан вылямалла пулать", - терĕ. Эпĕ малтан нимĕн те ăнланаймарăм-ха...
- Çапла пуль/ Ăнланаймарăн пуль çав/ Хăв мана питĕрсе хăварнă та премьерăра сцена çине хăв тухасшăн, - шăл йĕрчĕ хĕрсенчен асли.
- Мĕн калаçатăн эсĕ, акка/ - сăлтавсăрах хăйне айăпланипе кăмăлсăрланчĕ Настя. - Кам каларĕ сана эп çапла пÿтсĕрле хăтланма пултарнă тесе/
- Никам каламасăрах ăнланма çук тетĕн-и ăна/ Дебют ăнчĕ пуль/ Саламлатăп сана, йăмăкăм. Анчах та телее ăна çын телейне таптаса тупмаççĕ, - куççульне шăлса типĕтрĕ шăлĕ витĕр сăрăхтарса калаçакан Светлана.
- Эсĕ чăнахах та мана йĕксĕк вырăнне хуратăн пулас. Йăнăшатăн, акка,- Настьăн савăнăçпа тулнă кăмăлĕ сÿрĕкленме пуçларĕ. Анчах та хуйхă авăрне путнă Светлана унăн сăмахĕсене итлесе пĕтермесĕрех пÿлĕмне кĕрсе кайрĕ.
- Анне, эсĕ те çаплах шутлатăн-и ку ĕç-пуç пирки/ Эпех тетĕн-и/ - амăшĕ енне çаврăнса ыйтрĕ хытă тĕлĕннĕскер. Куçĕнче йăлăну куççулĕ, вĕçĕ-хĕррисĕр куляну палăрчĕ.
- Мĕн эсĕ, Настя/ Паллах, çук. Тупсăмне тупаймарăм-ха хальлĕхе. Пуçа кĕрсе вырнаçаймаççĕ юлашки вăхăтра пирĕн кил-çуртра пулса иртнĕ пăтăрмахсем. Мĕне пĕлтереççĕ вĕсем, пĕр-пĕринпе мĕнпе çыхăнса тăраççĕ/ Вăхăт кăтартĕ-ха.
Пусăрăнчăк кăмăлпа çÿрекен Светланăна хуйхи-суйхине мантарма çемйи пулăшрĕ - малтанхи эрнинче амăшĕ пĕр шит те пăрăнмарĕ хĕрĕнчен. Йăпатрĕ çеç мар, лару-тăру çине пач тепĕр енчен, урăх куçпа пăхма вĕрентрĕ. Чĕринчи суранĕ пусăрăнма пуçласанах кĕçĕн театра вĕçтерчĕ хайхи. Сергей Петрович Настьăран урлă васкаса пыма чĕнсе янине тÿрех йышăнчĕ.
- Анне, пĕлетĕн-и, эпир хамăр спектакльпе театр фестивальне Германие, Польшăна, кайран Пушкăрт Республикине Кĕçтенттин Иванов çĕршывне каятпăр. Чăваш культурине Европа çĕршывĕсенче пурăнакансем курса киленччĕр. "Нарспи" çинчен пурте пĕлччĕр, – алăкранах кăшкăрса кĕчĕç хĕрсем. Савăнăçне ниçта чикеймесĕр калаçаççĕ.
- Анне, пирĕн халех, çак самантрах ют çĕршыва каймалли паспортсене Сергей Петровича кайса памалла. Билетсене икĕ уйăх маларах илсе хумалла терĕç пире, - хыпаланчĕ Светлана. Анчах хĕрсем докуменчĕсене тупаймарĕç. Вĕсем йĕп пек çухалнă. Иккĕшĕнчен пĕрне айăплас - пĕрин те çук!
Темле пулсан та режиссера пĕлтермеллех ку аван мар хыпара. Васкаса чупса тухса кайрĕç килтен. Сергей Петрович ку фестивале хутшăнма тахçантанпах ĕмĕтленсе пурăнать иккен. Анчах та мĕн тăвайăн/ Шухăшласа пăхма шантарчĕ вăл. Мĕн тума пулассипе пулаймасси пирки ыран-виçмине калама пулчĕ.
- Светлана, итле-ха, - хашкаса чупса кĕчĕ Настя шкултан. – Тем каласа ĕлкĕреймесрен хăранă евĕр хыпаланать хăй. - Театра Сергей Петрович патне кĕрсе тухма шутларăм. Пĕлетĕн-и халь çиччас кама куртăм унта/
- Тавçăраймарăм.
- Çывăх юлташна - Нинăна!
- Мĕн тĕлĕнмелли пур кунта/ Спектакльте вăл та вылять-çке-ха. Вăл Нарспийĕн хĕрçумĕсенчен пĕри. Туй сценинче тухать, - хăнк та тумарĕ аппăшĕ.
Эсĕ малалла итле, сăмахăма вĕçлеме ан кансĕрле, - васкать Настя. - Нина хăйне Нарспи рольне пама ÿкĕтлет. Сăмахĕсене вĕçех пĕлет имĕш вăл. "Енчен те Светланăпа Настя кĕтмен çĕртен сиксе тухнă пăтăрмахсене пула пыраймаççĕ пулсан маншăн нимĕнле чăрмав та çук, паспорт та çумрах. Эп сире çак лару-тăрура пулăшма хатĕр", – тет. Тĕшмĕртетĕн-и, тантăшун тархаславне хам хăлхапа илтрĕм. Пĕр суя сăмах та çук кунта.
- Çавăн пекех пÿтсĕр-ши вара/ - шурса кайнă Светлана кĕрен пальтоне пĕр сăмахсăрах уртса ячĕ те урама тухса чупрĕ.
Пĕрремĕш тăкăрлăкрах Нинăна тĕлпулчĕ вăл. Лешĕ мăнкăмăллăн тытать хăйне. Килнелле утать пулас. Тантăшĕ ăна аллинчен ярса илчĕ.
- Нина, кала-ха, ĕненес килмест, çак сăтăрлă ĕçсене пĕтĕмпех эсĕ турăн-и/ Мана пĕр "парне" хыççăн теприне "парнелерĕн". Эпĕ чутах ухмаха тухаттăм, - юлташне куçĕнчен тинкерчĕ Светлана.
- Эс хăвна çĕнтерÿçĕ вырăнне хуратăн-тăр. Класри чи чипер ача мана юратать, тĕп роль мана лекрĕ", - терĕн пуль. Аллуна çунат евĕр сарса çичĕ пĕлĕтре вĕçрĕн, – йĕкĕлтешсе калаçма пуçларĕ Нина.
- Нина, çын пул-ха, мĕнле савни пултăр маншăн - Славик/ Вăл - Сетнер, эпĕ - Нарспи. Çавă çеç. Кам каларĕ сана вăл мана юратать тесе/
- Ăна суккăр çеç асăрхаймасть. Сан çине еплерех вут-хĕм сирпĕнтерекен куçпа пăхнине класра та, труппăра та пурте пĕлеççĕ, - лăпланмасть Нина. - Эсĕ театра киличчен манпа калаçатчĕ вăл. Аркатрăн, пĕтĕмпех аркатрăн.
- Нина, Нарспи рольне вылясшăн пынă тет эсĕ паян Сергей Петрович патне. Тĕрĕс-и ку/ - ĕненесшĕн пулмарĕ чунĕ.
- Мĕн вара, пултараймастăп пуль терĕн-и/ - Нина сасси татах усалланчĕ. Хăйне киревсĕр, кăнттам тытрĕ хĕр. - Кирлех пулсан çак самантра поэмăна пуçламăшĕнчен пуçласа вĕçне çитиччен пĕр такăнмасăр каласа пама пултаратăп.
- Вара паспортсене те эсех илнĕ пулать-и/ Ман çуралнă кун хам пÿлĕмре курнăччĕ сана. Пуç çаврăннипе анчах канма лартăм тенĕччĕ ун чух.
- Эпĕ пулмасăр! Сан кĕпÿне те эпех каскаласа пĕтертĕм. Хам кăмăллакан Славăшăн, мăнаçлă Нарспи ролĕшĕн тавăртăм. Мана лекеймерĕç вĕсем иккĕшĕ те.
- Нина, эпĕ сана халиччен хамăн чи-чи çывăх юлташ тесе шутланă-çке. Хăвăн киревсĕр, пÿтсĕр ĕçÿпе çак туслăха аркатрăн. Капла юрать-и вара/ Тепĕр спектакльте тĕп роль сана çакланнă пулĕччĕ.
- Çапла пуль çав/ Кĕтсех тăр! Ак паян режиссер Нарспие сан пек ĕненмелле калăплама вăй-хал та, пултарулăх та çитерейменнине пĕлтерчĕ. Пулинех эппин. Слава çав-çавах манăн пулать.
- Ăшă çепĕç туйăма туянма е пайлама пулать-и вара, тусăм/ Кун пирки питĕ-питĕ йăнăшатăн эсĕ... Каччă мана пĕр сăмахпа та халиччен систермен хăйĕн туйăмĕ çинчен, чунне уçса та паман. Тен, ун чĕринче сан яту упранать. Юрату çинчен пур кĕтесре те кăшкăрса çурейместĕн-çке. Эпир çамрăк-ха. Васкама кирлĕ мар. Нина, итле-ха, ан кутăнлаш, ют çĕршыва тухса çÿремелли паспортсене кÿрсе парсам, тархасшăн. Фестивале пĕрле каятпăр-çке.
- Çиччас. Кĕтсех тăрăр унта, - Нина çаврăнчĕ те тăкăрлăкран кĕрсе çухалчĕ.
Светлана тĕлĕнсе, шалт хытса тăрса юлчĕ. Хăйĕн хăлхине хăй ĕненмесĕр килнелле уттарччĕ.
***
Хĕрсен паспорчĕсене Нина вăрланине хыпарларĕ Сергей Петровича Славик, милицие тÿрех пĕлтересшĕн пулчĕ, анчах ăна ку чарчĕ:
- Аслă Шекспир калашле, пурнăç - театр, пурте эпир унта актерсем. Нина хăйĕн рольне выляса кăтартрĕ ĕнтĕ, - терĕ вăл. - Шăнкăравлам-ха, хăех килсе парĕ, – илтĕнчĕ лăпкăн режиссерăн сасси.
Çав каçхине Светлана тĕлĕк курчĕ: Славикпе иккĕшĕ те вăтам шкула ăнăçлă пĕтернĕ пек те - чĕвĕл-чĕвĕл кайăксен юрри-кĕввиллĕ хÿхĕм аллейăри капăр чĕнтĕрлĕ сак çинче юнашар лараççĕ, Мускаври театр институтне пĕрле вĕренме кĕме шăкăл-шăкăл калаçса ĕмĕтленеççĕ...
Комментари хушас