Рис кĕрпипе пĕрле ирĕксĕрлесе паракан сĕлĕ

17 Пуш, 2015

ОСАГО страхованийĕн рынокĕнче тухса тăнă çивĕчлĕхе Федерацин монополипе кĕрешекен службин республикăри управленийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов шăпах çапла хаклать: «Лавккара эсир пĕр кило рис туянсан сире никам та çийĕнчен тата тепĕр кило сĕлĕ туянма хистемĕ. Страхованире вара - хистеççĕ». ФАС управленийĕ ку енĕпе Росгосстрахпа пĕлтĕртенпех «çапăçни» паллă, çавна май Вячеслав Аркадьевич страхлакан компани монополипе кĕрешекенсен предписанийĕсене мĕнле пурнăçлани çинчен каласа пачĕ.

2014 çулхи апрельте ФАС управленийĕн комиссийĕ Нацбанк представителĕсемпе пĕрле уйрăм çынсен ыйтăвĕсене тишкернĕ май Росгосстрахăн республикăри филиалĕ конкуренци çинчен калакан саккуна пăснине палăртнă. Компани транспорт хатĕрĕсен хуçисемпе ОСАГО страхованийĕн килĕшĕвĕсене тунă чухне хаксене палăртмалли йĕркене пăснă - Бонус-Малус коэффициенчĕпе тĕрĕс мар усă курса страховани премине ÿстернĕ.

Монополипе кĕрешекен орган предписанине тĕпе хурса явап тытаканăн уйрăм çынсем çав килĕшÿсене тунă чухне ытлашши тÿленĕ укçана тавăрса памалла. Кăçалхи февральте управлени хайхи предписание кирлĕ пек пурнăçламаншăн страхлакан компание административлă майпа явап тыттарма йышăннă - 300 пин тенкĕлĕх штрафланă. Унсăр пуçне общество ОСАГО килĕшĕвĕсене тунă чухне хаксене палăртмалли йĕркене пăснăшăн 650 пин тенкĕлĕх адмштраф тÿленĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.