Рейтингри позицие çирĕплетнĕ

22 Пуш, 2016

Граждансен обществин аталанăвĕн фончĕ Кĕпĕрнаттăрсен ĕç тухăçлăхĕн рейтингĕн вунвиççĕмĕш кăларăмне хатĕрленĕ.

Фонд эксперчĕсем палăртнă тăрăх — Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн позицине 2 пункт /71 балл/ лайăхлатнă, иккĕмĕш ушкăнри — "Пысăк рейтинг /75-55 балл/" — позицине упраса хăварнă. Çапла вара вăл Брянск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕпе А.В.Богомазпа пĕрле 32-33-мĕш вырăнсене йышăнать.

13-мĕш кăларăмра мĕнпур виçĕ ушкăнра улшăнусем пур. Рейтинг лидерĕ улшăннă: Ямал-Ненец автономи округĕн кĕпĕрнаттăрне Тюмень облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Владимир Якушев улăштарнă.

Рейтинг методикине пилĕк тематика модулĕ çинче никĕсленĕ. Ку хутĕнче пуçласа РФ субĕекчĕсен социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕн модулĕпе те усă курнă. Экспертсем регионăн пĕтĕмĕшле продукчĕн, унăн кашни çын пуçне тивекен калăпăшне, промышленноç производствин ÿсĕмне, вăтам ĕç укçин шайне, вăтам шалупа "потребитель карçинккин" шайлашăвне те хакланă.

Н.ЯКОВЛЕВ.

«Шанăç тÿрре тухнăшăн савăнатăп»

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн рейтингĕ ÿсни пирки РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена АРШИНОВА хăйĕн шухăшне пĕлтерет:

— Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кĕпĕрнаттăрсен ĕç тухăçлăхĕн рейтингĕнче хăйĕн позицине 2 пункт лайăхлатни — пысăках мар республикăшăн, чи малтан этем ресурсĕсене пула аталанаканскершĕн, питĕ лайăх кăтарту. Халĕ, çĕршывра экономика кризисĕ хуçаланакан тапхăрта, Чăваш Республики пĕтĕм йывăрлăха тивĕçлипе татса пама тăрăшать. Вăл федерацин чылай программине, çав шутрах вĕренÿ тытăмĕпе çыхăннисене те, пурнăçа кĕртекен старт площадки пулса тăрать. Çапла майпа республикăна хушма укçа-тенкĕ килет.

Паллă ĕнтĕ: рейтингра позицие лайăхлатас тесен чăнласах пурнăçланнă ĕçсем тата вăйлă команда кирлĕ. Михаил Игнатьев лайăх команда йĕркелени тата ăна ĕçлеттерме пултарни савăнтарать. Çак командăра эпĕ те пурри кăмăла çĕклет. Эпир пурте пĕрле йывăрлăхсене вăхăтра асăрхаса вĕсене оперативлă сирме тăрăшатпăр. Ку рейтингра Михаил Игнатьев çÿлеллех хăпарса пырса Чăваш Республикин ят-сумне çĕклет. Вăл малашне те хальхи темпа тĕпе хурса ĕçлесен асăннă туртăм сыхланса юласси иккĕлентермест.

Çур çул каялла çак рейтинг пиркиех комментари панă чухне эпĕ Михаил Игнатьев малашне позицие татах лайăхлатĕ тенĕччĕ. Çакă тÿрре тухрĕ. Пирĕн шанăçпа прогнозсем чăна çаврăнса пынăшăн савăнатăп. Малашне те çаплах пултăрччĕ.

И.КЛЕМЕНТЬЕВА ыйтса пĕлнĕ.

 

Автор: