Рейтинг сасăлавĕ: хула хăтлă пулни хамăршăнах лайăх
18 Mar, 2018 | Хула | Сасăлав

Кăçалхи суйлав Шупашкарта пурăнакансемшĕн тепĕр самантпа та — рейтинг сасăлавĕпе те — асра юлĕ: паян вĕсем хулари хăш сквера, тÿреме е парка кăçалах хăтлăх кĕртмелли пирки хăйсен шухăшне пĕлтерме пултарчĕç.

Аса илтеретпĕр: республика ертÿлĕхĕ тăрăшнипе Шупашкар хули те федерацин «Хула хутлăхĕнчи хăтлăха йĕркелесси» приоритетлă проектне хутшăнать. Ку проекта пĕлтĕр çĕршыв Президенчĕн пуçарăвĕпе пурнăçлама пуçланă. Федераци центрĕ уйăрнă укçапа усă курса 2017 çулта Чăваш Енĕн тĕп хулинчи 25 картише тата халăх йышлă çÿрекен 3 лаптăка хăтлăх кĕртнĕ. Çывăх вăхăтра тата тепĕр 18 лаптăка хăтлăлатасшăн. Вĕсенчен хăшĕсене чи малтан юсаса çĕнетмелле тата хитрелетмелле — çакна хула çыннисен шухăшне, рейтинг сасăлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсене, шута илсе палăртĕç.

Хула çыннисене меллĕ пултăр тесе рейтинг сасăлавĕн участокĕсене Раççей Президенчĕн суйлавĕ иртекен çуртсенчех вырнаçтарнă. Шупашкарти 2-мĕш пуçламăш шкул çуртĕнче — виçĕ суйлав участокĕ. Кунта килекен çынсем Раççей Президентне суйланă хыççăн уçă рейтинг сасăлавне те хутшăнма хирĕç маррине палăртаççĕ. Волонтерсем вĕсене ăçта каймаллине кăтартаççĕ, 2-мĕш хута хăпармаллине ăнлантараççĕ. Чылайăшĕ малтан ятарлă стендсене пăхать, хăтлăх кĕртмелли 18 лаптăкăн дизайн-проекчĕсемпе паллашать. Территорири шутлав комиссийĕн членĕ Полина Алексеева çынсен ыйтăвĕсене хуравлать, çĕнĕ кăнтăр районĕнче мĕн тума палăртнине кăтартать. «Капла чăнласах та хитре пулать-çке!» — тет нумайăшĕ çав проектсене пăхса.

Наталия ФЕДОРОВА:

Рейтинг сасăлавне хаваспах хутшăнтăм. Пирĕн хула юлашки çулсенче питĕ хитреленчĕ, вăл малашне тата илемлĕрех пуласси иккĕлентермест. Эпĕ «Шупашкар» универмаг çывăхĕнчи территорие тата кадетсен скверне хăтлăх кĕртессишĕн сасăларăм. «Шупашкар» çывăхĕнче халăх яланах йышлă çÿрет. Унти фонтансем кивелсе çитнĕрен илĕртÿлĕхне çухатнăччĕ, вĕсене реконструкцилени питĕ вырăнлă пулĕччĕ. Кадетсен скверĕ те малашлăхра хулара пурăнакансен çеç мар, Шупашкара килекен хăнасен те юратнă вырăнĕсен шутне кĕресси иккĕлентермест. Хăш лаптăксене хăтлăх кĕртессине халăхпа канашласа палăртни савăнтарать мана.

Лидия ГРИШИНА:

Эпĕ «Шупашкар» универмаг çывăхĕнчи территорие, кадетсен скверне тата Хĕрлĕ тÿреме хăтлăх кĕртессишĕн сасăларăм. Малтанхи иккĕшĕ — эпир пурăнакан районта, çавăнпа вĕсене суйласа илтĕм. Тивĕçлĕ канура эпĕ, пушă вăхăтра çав лаптăксенче уçăлса çÿрес тетĕп. Хĕрлĕ тÿрем пирĕн юратнă хулан истори пайĕнче вырнаçнă. Ăна та юсаса хитрелетмеллех, мĕншĕн тесен ют çĕртен килекен хăнасем унта кайса кураççех. Пĕтĕмлетсе каласан — Шупашкар илемленсех, хăтлăлансах пырать. Пархатарлă çак ĕçе пирĕн те, хулара пурăнакансен, хамăрăн тÿпене хывасчĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас