Республика кунне чыслăн кĕтсе илесчĕ

10 Çĕртме, 2014

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Республика кунне хатĕрленсе ирттерес ыйтусемпе йĕркелÿ комитечĕн ларăвне ирттерчĕ.

Республика кунне халалланă культура мероприятийĕсен программи пуян. ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов каланă тăрăх - йăлана кĕнисене çеç мар, çĕннисене те ирттерме палăртнă. Пĕтĕм Раççейри XXII "Раççей çăл куçĕсем" халăх пултарулăхĕн фестивальне Раççейри 19 регионтан 26 коллектив хутшăнма кăмăл тунă. Китайран, Италирен, Азербайджанран туссем килессине пĕлтерчĕ министр. Китаецсем "Чей церемонийĕ" куравпа паллаштарĕç. Кунсăр пуçне ют çĕр-шыв хăнисем республикăри районсемпе хуласенче хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç.

В.БАГАДЕРОВА.

Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаçатăн черетлĕ кăларăмĕнче.

Рубрика: