РАДИКУЛИТ ВĔРĔЛСЕН

Радикулит вĕрĕлсен халăх медицинин меслечĕсемпе усă курса хăвăра хăвăр пулăшма пĕлни вырăнлă. Паха рецепт темĕн чухлех.

  • Хытах ыратмасан аптратакан вырăна алăсемпе çÿлтен аялалла 15-20 минут сăтăрмалла. Вăйлах ыратсан тăтăшрах 5-шер минут сăтăрни усăллă. Алăсем ăшă пулмалла, ăшăтакан маçсемпе тата настойкăсемпе усă курмалла. Процедура хыççăн ыратакан вырăна ăшă япалапа чĕркемелле, шăнтасран асăрханмалла.
  • Йытă çăмĕнчен çыхнă тутăрсем, шарфсем, пиçиххисем питĕ витĕмлĕ. Радикулит чухне вĕсемпе час-часах усă кураççĕ.
  • Приступ чухне купăста çулçи те аван. Ăна ыратакан тĕле хурса ăшă тутăрпа çыхмалла. Пăшăхланă типĕ хаяр утин /шалфей/, мелисса, пĕтнĕк çулçисемпе те компресс хума юрать. Сиплĕ ÿсен-тăрана хăвăр типĕтсе хатĕрлемен пулсан аптекăра туянма пултаратăр.
  • Ыраш çăнăхĕпе те усă кураççĕ. Унран чуста çăрмалла, йÿçессе кĕтмелле. Ыратакан вырăна пусма татăкĕпе е марльăпа витмелле, ун çине чустана 1-2 сантиметр сийпе хурса тухмалла. Компреса çĕрлене хирĕç тумалла. Чустана 30 тумлам скипидар хушма юрать.
  • Йÿç кăшман /редька/ тата мĕнле усăллă. Ăна тасатмалла, теркăпа хырмалла, çÿхе пусмапа чĕркесе ыратакан тĕле хумалла. Ăшă яплапа витсе чăтнă таран тытмалла. Хăш чухне радикулитран хăтăлма йÿç кăшман компресĕпе темиçе хут сипленни те çителĕклĕ.
  • Кушак курăкĕн шĕвекĕпе /настойка валерианы/ те усă кураççĕ. Унра йĕпетнĕ салфеткăна ыратакан вырăна хумалла, чăтнă таран тытмалла.
  • Халăхра хаяр утине /шалфей/ питĕ хисеплеççĕ. Унăн аптека спирт настойкине шывпа /1:5 шайлашупа/ хутăштармалла, компресс хумалла.
  • Хуппипех теркăланă чĕрĕ çĕр улмине бензинпа çурмалла хутăштармалла, марльăпа пилĕк çине хумалла. 10-15 минутран илмелле. Шăнмалла мар.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.