Раççейре - иккĕмĕш, тĕнчере - пĕрремĕш

29 Чÿк, 2014

Пирĕн ентешсем Гамбургран медальсемпе таврăннă

Ноябрĕн 21-23-мĕшĕсенче Германири Гамбург хулинче кире пуканĕ йăтассипе тĕнче чемпионачĕ иртнĕ. Эльба шывĕ хĕрринче вырнаçнă мăнаçлă спорт керменĕнче 34 çĕршыври 550 яхăн атлет вăй виçнĕ.

Пĕрремĕш кунхине помост çине 22 çултан кĕçĕнрех хĕрсемпе каччăсем тухнă. 68 килограмран йывăртарах юниоркăсен ушкăнĕнче 24 килограмлă пĕр снаряда малтан сулахай, унтан сылтăм алăпа 118 хут сулласа çĕклесе виçĕм çул Йĕпреç районĕнчи Пучинкери вăтам шкултан вĕренсе тухнă, халĕ Санкт-Петербургри çарпа физкультура институчĕн курсанчĕ Марина Федорова пĕрремĕш вырăн йышăннă. Пике кире пуканĕ йăтассипе вунтăватă çулта чухнех Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Михаил Петров сĕннипе туслашнă. Михаил Васильевичăн пултаруллă вĕренекенĕ тăххăрмĕш класра пĕрремĕш разряд нормативне пурнăçларĕ, вăтам шкул пĕтерес умĕн «Хыпар» хаçатăн йăлана кĕнĕ турнирĕнче тăван республикăн рекордне çĕнетрĕ. Кунта Маринăна Санкт-Петербургран ятарласа Шупашкара килнĕ тĕнчери чи паллă атлетсенчен пĕри, çĕршывăн тĕп тренерĕ, Куславкка районĕн Хисеплĕ гражданинĕ Сергей Кириллов асăрханă. Сергей Александрович сĕннипе чăваш хĕрĕ вăтам шкул хыççăн Нева юханшывĕ хĕррине вĕренме кайрĕ, вунтăхăр çултах Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче лайăх кăтартусемпе палăрма пуçларĕ. Марина Федорова - кире пуканĕ йăтассипе Йĕпреç районĕнчи пиллĕкмĕш спорт мастерĕ. Кăçалччен йывăр çак норматива Пучинкери Артем Васильев, Владимир Петров, Джанита Павлова, Александр Семенов, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн аслă преподавателĕ Любовь Семенова-Эллина пурнăçланă. Ахальтен мар ĕнтĕ республикăри Физкультурăпа спорт министерстви тата кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕ «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ турнира декабрĕн 6-7-мĕшĕсенче Йĕпреçри «Патвар» спорт керменĕнче ирттерме йышăннă.

Гамбургра Елчĕк районĕнчи А.В.Игнатьев олимпиец ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕ, халĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн инженери факультечĕн студенчĕ Александр Павлов та ăнăçлă ăмăртнă. Çуркунне Рыбинскра иртнĕ çĕршыври çамрăксен чемпионатĕнче тата икĕ уйăх каялла Шупашкарта иртнĕ Раççей кубокĕнче Пăла тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ пăхаттир кĕмĕл икĕ медале тивĕçрĕ. Гамбургра пулас инженер 32 килограмлă икĕ снаряда кăкăр çинчен 107 хут тĕртнĕ, икĕ енлĕ кĕрешÿре 186 очко пухса юниорсен хушшинче тĕнче чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ.

Гамбургра спорт ветеранĕсем те тупăшнă. Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ Владимир Шуряков 70 çултан аслăрах мучисен йышĕнче вăй виçсе пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă. Унăн юлташĕсем Юрий Карповпа Валерий Притуленко тăван ене кĕмĕл медальсемпе таврăннă.

Петр СИДОРОВ.

Олеся ИГНАТЬЕВА сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.