Раççей кубокĕ умĕн - спорт судйисен семинарĕ

25 Авăн, 2014

Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарти "Спартак" физкультурăпа сывлăх комплексĕнче кире пуканĕ йăтассипе Раççей кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăртусем пуçланаççĕ.

Республикăри физкультурăпа спорт министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх - тимĕр вăййине юратакансен тĕнче чемпионачĕ Германи, Гамбург умĕн ирттерекен кăçалхи чи яваплă ăмăртăва хĕрĕхе яхăн регионти 200 ытла атлет хутшăнать.

СССР спорт мастерĕ Игорь Солодов ертсе пыракан Пĕтĕм Раççейри федераци планĕпе килĕшÿллĕн ĕнер "Спартак" керменте çĕр-шыври тата пĕтĕм тĕнчери спорт судйисен ?тÿресен% виçĕ кунлăх семинарĕ пуçланчĕ. Ăна йĕркелесе ертсе пыраканĕ - кире пуканĕ спорчĕн Пĕтĕм тĕнчери федерацийĕн пĕрремĕш президенчĕ, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Владимир Рассказов. Тимĕр вăййине юратакансен семинарне ирттерме çавăн пекех ЧР физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ Сергей Шелтуков, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ доценчĕ, Раççей спорт мастерĕ Владимир Симень, ял хуçалăх академийĕн доценчĕ, тĕнче спорт мастерĕ Борис Глинкин, Раççей кубокĕн тĕп судйи, Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, Куславкка районĕн хисеплĕ гражданинĕ Сергей Кириллов хутшăнаççĕ.

П.СИДОРОВ.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.