Раççей драматургĕсем Шупашкарта пухăнĕç
Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕ ача-пăча наци драматургийĕн лаборатори-форумне ирттерме йышăннă. Мероприяти театр искусствин тухăçлă проекчĕ шутланать, Раççей Федерацийĕн Культура министерствин грантне çĕнсе илнĕ.
Театр ачасемпе çамрăксем валли çыракансен регион конкурсне йĕркеленĕ. Унта Чăваш Ен, Пушкăрт, Коми республикисенчи, Мускаври, Питĕрти, Новосибирскри, Екатеринбургри, Самарăри, Чĕмпĕрти, Анапăри, Калугăри, Беларуçри, Литвари, ытти тăрăхри çыравçă утмăл ытла ĕç тăратнă.
Юпа уйăхĕн 20-24-мĕшĕсенче авторсем Шупашкарта регионсен хушшинчи лабораторие пухăнаççĕ. Форум ертÿçи - паллă театр критикĕ, искусствоведени кандидачĕ Ирина Мягкова. Экспертсен йышĕнче Раççей Федерацийĕн искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Валерий Персиков режиссер та /Мускав хули/ пур.
Лаборатори программипе килĕшÿллĕн чăваш театрĕн çамрăк режиссерĕсем чи лайăх пьесăсем тăрăх эскиз спектаклĕсене лартĕç. Унтан çак ĕçсене сÿтсе явĕç, конкурса тăратнă пьесăсене хак парĕç. «Глобализаци саманинчи ача-пăча театрĕ» ыйтупа «çавра сĕтел» иртĕ. Наци спектаклĕсен фестивальне Калмăк республикинчи Б.Басангов ячĕллĕ наци драма театрĕ те хутшăнĕ.
Комментари хушас