"Раççей чăваш пики" - Йĕпреç районĕнчен

2 Раштав, 2017

Чăваш пики тесен куç умне илĕртýллĕ, чипер, ăслă, ĕçчен хĕр тухать. Чăн та çапла-ши? Çакна "Раççей Чăваш пики - 2017" конкурса хутшăнакансем çирĕплетме тăрăшрĕç. Шăпах паян, раштавăн 2-мěшěнче, Шупашкарти Чăваш патшалăх культура институтĕнче иртрĕ çак конкурс.
"Раççeй Чăваш пики - 2017" ята çĕнсе илессишĕн Чăваш Енèн тěрлĕ кĕтесĕнчен, Тутар, Пушкàрт республикисенчен, Чулхула, Самар, Тюмень, Иркутск облаçèсенчен, Санкт-Петербург хулинчен килнĕ 21 хĕр тупăшрě. Вĕсем куракансене тата жюри членĕсене пултарулăхĕпе, хăйнеевěрлěхĕпе тĕлèнтерме тăрăшрěç. Унсăр пуçне чăваш историйěпе, кун-çyлĕпе çыхăннă ыйтусене хуравларĕç. Чăваш халăхĕн юратнă апачĕ - шàрттан, Республика Пуçлăхè Михаил Игнатьев пулнине лайàх пèлеççĕ хèрсем. Вĕсем текста вырăсларан чàвашла куçарнă чухне тунà йàнàшсене тěрèс тýрлетме тăрăшрĕç. "Насморк ерчĕ", - чăвашла мĕнле пулать?" - ыйтрĕç пěр пикерен. "Сунас е ýслèк ерчĕ", - пулчĕ хурав. Хàшě-пĕри ыйтăва вырăсла хуравларě.
Кăçал Чăваш Енре Ашшěпе Амàшĕн çулталàкĕ пулнà май пултарулăх конкурсĕнче пурнăç парнелекенсене халалланă сăвă чылай янăрарě. Пикесем куракансене илемлě юрă-ташăпа та тыткăнларĕç. Çĕрпý районĕнчи Виолетта Аниферова, càмахран, çeмье ансамблĕпе пěрле сцена çине тухрě. Тутарстанран килнě Василина Романова аккордеон каласа савăнтарчĕ. Чăвашсен вилěмсèр поэмин "Нарспин" сыпăкěсене темиçe пике те вуларĕ. 
Хуплу, шăрттан, хур-кăвакал... Мĕн кăна пèçерме пèлмеççĕ-ши чăваш пикисем? Черетлĕ конкурсра шăпах çак ăсталăхпа тĕлèнтерчĕç вĕсем.
Пикесене тěрлè номинацире хакларěç. "Раççeй Чăваш пики-2017" ята Йěпреç районĕнчи Луиза Ильина тивèçрĕ. Àна Крымра канмашкăн путевка парнелерèç.

Рубрика: 

Комментари хушас