Раççей аталанăвĕшĕн

Президентăн пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртмелли суйлавне хăй тĕллĕн тăратнă кандидат пулса хутшăнакан Владимир Путин ытларикун Мускавра хăйĕн шаннă çыннисемпе тĕл пулнă, унта Чăваш Ен представителĕсем те хутшăннă.

Владимир Владимировичăн республикăра шаннă çыннисем виççĕн: педуниверситет ректорĕ Владимир Иванов, Чăваш Енри Медицина ассоциацийĕн канашĕн председателĕ Елена Барсукова тата филармони директорĕ Николай Казаков.

«Раççейĕпе вара шаннă çынсен йышĕ 400-тен те иртет, — пĕлтерчĕ Мускавран таврăннă хыççăн ĕнер суйлав штабĕнче журналистсемпе курнăçнă май Владимир Иванов. — Сăнарăм та, Президентпа тĕлпулу йĕркеленĕ зала пухăннисен  çурри — паллă, çĕршывĕпех лайăх пĕлекен хисеплĕ çынсем». Мускавра икĕ кун пулнă. «Малтанхи кунĕнче тематика ушкăнĕсене пайланса ĕçлерĕмĕр, тĕрлĕ отрасльти çивĕч ыйтусене тишкерсе сĕнÿсем хатĕрлерĕмĕр. Çав сĕнÿсем вара тепĕр кунне ирттернĕ тĕлпулура янăрарĕç, вĕсем суйлав прграммине кĕрĕç», — терĕ Елена Барсукова.

Суйлава хутшăнакан ытти кандидат хăйсен шаннă çыннисемпе тĕл пулни пирки редакцире информаци çук.

Николай ДМИТРИЕВ.

Комментари хушас