Пысăк тĕрĕслĕхлĕ сеть

Чăваш Ен Раççей регионĕсен - пысăк тĕрĕслĕхлĕ ГЛОНАСС/GPS спутник сечĕ пуррисен - йышне кĕнĕ. Республикăра 3 референци станцийĕнчен /РС/ тăракан сеть пулĕ. Вĕсенчен иккĕшне раштав уйăхĕн 9-10-мĕшĕсенче Канаш тата Шупашкар хулисенче вырнаçтарнă, эрне вĕçлениччен аппаратпа программа тепĕр комплексне Çĕмĕрлере лартĕç. Кашни станцие спутник приемникпа тата геодези антеннипе пуянлатаççĕ.

Чăваш Енре пĕтĕмпе çакнашкал 7 станци вырнаçтарма палăртаççĕ. РС çавăн пекех Куславкка, Улатăр, Етĕрне хулисенче тата Патăрьел салинче пулĕ.

Пысăк тĕрĕслĕхлĕ сеть çĕр лаптăкĕсен, куçман пурлăх объекчĕсен чиккисен координачĕсене палăртассин тĕрĕслĕхне ÿстерме, виçевсен тухăçлăхне пысăклатма тата геодези ÿкерĕвĕ валли каякан тăкаксене чакарма пулăшать. «Референци станцийĕсен кăтартăвĕсем чи малтан кадастр инженерĕсемпе геодезистсене кирлĕ. Карас спутник приемникĕсен /роверĕсен/ - вĕсем станцисенчен килекен сигналсене йышăнаççĕ - пулăшăвĕпе специалистсем çĕр лаптăкне кашни сантиметр таранччен тĕрĕс виçме пултараççĕ. Çакă кадастр ĕçĕсене пурнăçламалли вăхăта палăрмаллах чакарать. Унсăр пуçне ку кăтартусемпе ял хуçалăхĕнче, хула тата çул-йĕр строительствинче усă курма май килет», - тет ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Алексей Новиков.

Референци станцийĕсем геоинформаци тытăмĕ, çав шутра Чăваш Ен Геопорталĕ валли те, координат никĕсĕ пулса тăраççĕ.

И.БЕЛОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.