ПЫСĂК ПӲРНЕ СЫППИ КУКĂРĂЛСАН
Медицинăра çак пулăм уран пысăк пӳрнин вальгуслă деформацийĕ ятлă. Сыпă илемсĕррĕн мăкăрăлса тăрать. Мăкăль ура лаппине йывăр лекнипе аталанать. Ытлашши тулли кĕлеткеллĕ çын мелсĕр пушмак, уйрăмах çӳллĕ кĕлеллине, тăхăнса çӳресен çак амак аптратма пуçлатех. Хăшĕсен операци тума та тивет, унсăрăн тапăчкисĕр пуçне нимĕн те тăхăнма май çук. Сыпă кукăрăласран, пуç пӳрнене ыратакан мăкăль тухасран хӳтĕленме сиплев физкультурин специалисчĕсем çакăн пек хăнăхтарусем тума сĕнеççĕ.
1. Çурăм çине выртмалла. Велосипедпа ярăннă евĕр хусканусем тунă май урана малалла янă чухне пӳрнесене вăйпа тăсмалла, каялла куçарнă чухне хăвăр паталла туртăнтармалла. Урасене çӳлелле çĕклесе суллантармалла мар, тунисене урайне параллельлĕ куçармалла. Хăнăхтарăва 8-10 минут тумалла.
2. Урайне лармалла. Алăсене хыçалалла ярса урайĕнчен тĕревленмелле, урасене малалла тăсмалла. Урасене черетпе пакăлчакра хуçлатмалла тата тăсмалла. 7-9 хут тумалла.
3. Урайĕнче ларнă май урасен пӳрнисене вăйпа туртăнтарса сармалла. Çапла темиçе çеккунт тытăнса тăмалла та пӳрнесене çемçетмелле. 8-10 хут тумалла.
4. Алăсемпе урайĕнчен тĕревленсе ларнă май ура пӳрнисене хĕстере-хĕстере илмелле. 6-10 хут тумалла.
5. Пукан çинче ларнă май ура лапписене пӳрнесемпе кăна пулăшса малалла куçармалла. Унтан çак мелпех - каялла. 8 хут тумалла.
6. Пукан çинче ларнă май уран пĕрремĕшпе иккĕмĕш пӳрнисемпе кăранташа е авторучăкна хĕстерсе тытмалла. Кăранташпа сывлăшра сулахаялла тата сылтăмалла çаврашкасем ӳкермелле, саспаллисем çырмалла. Пӳрнесен хушшине хĕстернĕ кăранташпа хут çинче те çырма юрать.
7. Алăсене çӳлелле çĕклесе чĕрнесем çинче утса çӳремелле. Унтан, алăсене пилĕк çине хурса, ура кĕлисем çинче утмалла, çакăн хыççăн - ура лапписен тулаш хĕрри çинче. Шăмă мăкăрăлнă пулсан ура лапписен шал енĕпе утма юрамасть. Юлашкинчен алăсене малалла тăсмалла та чĕркуççисене çӳлелле çĕкле-çĕкле утмалла.
8. Чи витĕмлĕ çак хăнăхтарăва кирек хăш вăхăтра та пурнăçлама пулать. Урайне е пукан çине ларса тӳрĕ урасене тăсмалла. Малтан хăвăр еннелле ура лапписене пакăлчакра хуçлатса туртмалла, унтан - пуç пӳрнесене. Çакăн хыççăн ура лапписене балерина пек тулалла туртăнтармалла, пӳрнесене хуçлатмалла.
Шута илме. Çулла хăйăр, курăк, вĕтĕ чул тăрăх çара уран час-часах утмалла. Сивĕ тапхăрта пӳртре çара уран пӳрнесем, ура кĕлисем, ура лапписен тулаш енĕпе утмалла. Телевизор умĕнче ларнă чухне йĕплĕ резина мечĕке е ролика ура лапписемпе кустарни усăллă.
Комментари хушас