Пушкăртстанри чăваш Бавари Правительствинче ĕçлет

28 Нарăс, 2018

Шăпа ăна йывăрлăха çĕнтерсе малалла пурăнма кун-çул парнеленĕ. Хăрушă вăрçă 18 çулти качча икĕ алăсăр хăварнă пулин те пурăнас кăмăлне туртса илеймен.

Пушкăртстанри Чăваш Хурамалĕнче çуралса ÿснĕ Владимир Иванов разведчик мотострелоксен 81-мĕш полкĕнче службăра тăнă. 1995 çул, Çĕнĕ çул умĕн, Раççей çарĕсем Грозный хулине боевиксенчен ирĕке кăларма хатĕрленнĕ. Батальон командирĕ ертсе пынипе вĕсен взвочĕ чукун çул вокзалĕ çывăхĕнче разведкăра пулнă. Пирĕн салтаксем çине Чечня боевикĕсем ăнсăртран тапăннă. Чи малтан гранатометран персе пĕрремĕш пыракан БТРа лектернĕ. Танксем, БМПсем, БТРсем çунма тытăннă. Çунакан машинăран тухакан Володя люк хĕрринчен нимĕнпе те тытăнма май çуккине тÿрех ăнланса та ĕлкĕреймен. Взрыва пула сулахай алли чавсинчен çÿлерех, сылтăмми кăшт аяларах татăлса ÿкнĕ. Хăй йывăр аманнине пăхмасăр каччă шăлĕпе çухинчен çыртса аманнă командирне туртса кăларнă.

Бронетранспортер сирпĕннĕ. Майорпа Иванов салтак çеç сывă юлнă. Юрать, иртсе пыракан çар машинисен колонни вĕсене вăхăтлă курса пĕрле илсе кайнă. Малтан Володя Дон çинчи Ростоври госпитальте сипленнĕ. Пирĕн специалистсем хатĕрленĕ протезсем каччăн аллисене улăштарайман. Каярахпа Мускаври Салтак амăшĕсен комитечĕн председателĕ Татьяна Юрьевна /хушаматне астумасть/ Володя пирки Раççейре ĕçлеме аккредитаци иртнĕ ют çĕршыв журналисчĕсене пĕлтернĕ. Чи малтан нимĕçсемпе шведсем сас панă. Вĕсем сюжет ÿкернĕ, ăна хăйсен çĕршывĕсенче кăтартнă. Швейцаринче чăваш салтакĕ валли биомеханика протезĕ туянма ятарлă фонд уçнă. Германинрен сывату курсĕ иртме, вĕренме кĕме йыхрав килсе çитнĕ. Швейцарири Лозанна хулинче сылтăм алли валли протез хатĕрленĕ. Çав кунах вăл унпа хăйĕн ятне çырма пултарнă. Пĕчĕккĕн француз чĕлхине вĕренме тытăннă. Тепĕр аллин протезне Мюнхен хулинче хатĕрленĕ. Володя реабилитацин тулли курсне иртсе чĕлхе вĕренме, компьютера алла илме тытăннă. Пурнăçа юратнипех пĕлÿ илес туртăм та çуралнă. Аслă пĕлÿ илнĕ, авланнă. Халĕ çемйипе Мюнхен хулинче пурăнать. Мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтерет. Владимир Борисович Бавари Правительствинче халăха ĕçе вырнаçтаракан министерствăра ĕçлет. Чечня вăрçинче пулнисене кÿмесем, протезсем тума саккас парать. Час-часах тăван ялĕнче пулать. Хăех машинăпа çÿрет. Вăл йыхравланипе темиçе çул каялла Германири, Швейцарири, Австралири журналистсен ушкăнĕ Чăваш Хурамалĕнче пулнă.

Ивановсен çемйи çирĕм çул Германире пурăнать. Йывăр вăхăтра хăйне пулăшнă çынсене тав тăвать.

Теги: 

Комментари хушас