- Чăвашла верси
- Русская версия
Пушарта организм инфаркт умĕнхи пекех пăлханать
Пушарнăйсен профессийĕ — чи йывăррисенчен пĕри. Çак тытăмра ĕçлекенсен тĕп тивĕçĕ — çынсен пурнăçне çăласси. Кашни кун тенĕ пекех вĕсен этемĕн хуйхи-суйхипе тĕл пулма тивет. Тухтăрсем палăртнă тăрăх, пушарта организм инфаркт умĕнхи пекех пăлханать. Шупашкарти ятарлă пушарпа çăлав чаçĕн хурал пуçлăхĕ Евгений Долгов ĕçри йывăрлăхĕсем пирки каласа кăтартрĕ.
Крымск хулинче инкек тÿснисене пулăшнă. Евгений шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслă пулнă, «Зарницăпа» «Орленок» çарпа спорт вăййисене хутшăннă. Малтанах вăл çар çыннин профессине килĕштернĕ. 11-мĕш класа çитсен пушарнăй пулас ĕмĕт çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ унăн шухăшне ырланă. Çапла Етĕрне районĕн каччи Ивановăри пушарнăйсемпе çăлавçăсене хатĕрлекен институтăн /халĕ академи\ курсанчĕ пулса тăнă. Аслă шкулта вĕреннĕ çулсене Евгений халĕ те савăнăçпа аса илет. Унта вăл вун-вун регион çамрăкĕсемпе туслашнă çеç мар, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне те çитсе курнă. 2010 çулта чылай вăрман çуннине астăватăр пулĕ. Институт студенчĕсене Иваново облаçĕнчи пушарсене сÿнтерме янă. Унта вĕреннĕ чухне вăл Краснодар крайĕнчи шар курнă çынсене те пулăшма кайнă. «2012 çулта Крымск хулинче питĕ пысăк инкек пулчĕ. Шыв илнипе пин-пин çын хур курчĕ, хăшĕ-пĕрин пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Пире, институт курсанчĕсене, нушана лекнисене пулăшма ячĕç. Эпир килĕрен çÿрерĕмĕр. Пĕрисене — çурт пăсма, теприсене юрăхсăра тухнă япаласене йăтса тухма пулăшрăмăр. Пирĕнтен малтан унта çăлавçăсем çитнĕччĕ, çапах эпир те путвалсенче çын виллисене тупрăмăр. Крымск хулинче икĕ эрне пурăнтăмăр. Хăрушă инкек хыççăнхи ÿкерчĕк халĕ те куç умĕнче. Килсĕр-çуртсăр тăрса юлнă çынсене куçран пăхма çăмăл марччĕ. Мĕн тери шелччĕ вĕсене», — 5 çул каяллахине аса илчĕ аслă лейтенант.
Çулăмпа 8 сехет кĕрешнĕ. Институтра 5 çул вĕреннĕ хыççăн Евгений тăван тăрăха таврăннă. Тин çеç диплом илнĕ яша Шупашкарти 4-мĕш пушар чаçне ĕçе илнĕ. Пĕрремĕш хут пушар сÿнтернине яш паянхи пекех астăвать: «Шикленнипе алă-ура çыхланни те пулнă. Ĕçтешсем пулăшнипе йывăрлăхсене парăнтартăм. Ĕçе вырнаçсанах мунча сÿнтерме кайрăмăр, çулăмпа 2-3 сехет кĕрешрĕмĕр. Телее, ун чухне пушарта çын вилменччĕ. Тепĕр эрнерен пластик чÿречесен склачĕ çунчĕ. Ăна 8 сехет сÿнтертĕмĕр. Мана, хăнăхманскере, йывăр килчĕ. Çакăн хыççăн тин мĕнле ĕçе лекнине ăнлантăм. Çапах ĕçрен каяс шухăш нихăçан та пулман. Хама шанса панă тивĕç кунран-кун ытларах та ытларах килĕшме пуçларĕ».
Ахаль пушарнăйран — хурал пуçлăхĕ таран. Икĕ çултан Евгение пысăк пушарсене сÿнтерекен чаçе куçарнă. Унта хурал пуçлăхĕн яваплăхĕ тата ÿснĕ. Вут-çулăм алхасакан вырăна вăхăтра çитесси, пушара хак парасси, ăна сÿнтерес ĕçе йĕркелесси йăлтах унран килет-çке. Пушарнăйсем темĕнле лару-тăрăва та çакланаççĕ. Тĕтĕмпе чыхăннă е хытах çуннă çынна пĕрремĕш медпулăшу пама вĕсене институтрах вĕрентнĕ. «Нумаях пулмасть Шупашкарти Павлов мичман урамĕнчи пĕр хваттерте вут-çулăм алхасрĕ. Инкек пирки ирхи 9 сехет çурăра шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Пушар 1-мĕш хутра тухнă, тĕтĕм вара 9-мĕш хут таранах çитнĕ. Унтисене те сĕрĕм тивме пултарать, çавăнпа çÿлти хутрисене те урама тухма пулăшрăмăр. Эпĕ çулăм алхасакан хваттертен арçынна кăлартăм. Вăл амăшĕпе пурăннă. Хĕрарăм урама тухма ĕлкĕрнĕ, ывăлĕ пушар сÿнтерме юлнă, анчах çулăм пысăк хăвăртлăхпа сарăлнă. Хайхискер хăй тĕллĕн тухайман. Тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх, унăн кĕлеткин 70% çуннă. Юрать, шурă халатлисем ăна вилĕмрен хăтарма пултарнă. Шел те, чылай чухне инкек пирки каярах шăнкăравласа пĕлтереççĕ. Кун пек чухне темĕнле тăрăшсан та çын пурнăçне çăлса хăварас шанчăк пĕчĕк», — калаçăва малалла тăсрĕ пушарнăй.
Çунакан машинăри çынсене те çăлаççĕ. Пушарнăйсене çурта е хваттере çулăм хыпса илсен çеç мар, çул çинче пăтăрмах сиксе тухсан та чĕнеççĕ. «Чылай чухне аварире машина çунма тытă-нать. Пушарнăйсен çулăма сÿнтерме çеç мар, çăмăл машинăри водительпе пассажирсене те çăлма тивет. Çакна тума пире гидравлика аварипе çăлав инструменчĕ пулăшать. Унпа лайăхрах ĕçлеме вĕрентес тĕллевпе чаçре кашни уйăхрах занятисем ирттереççĕ. Çак хатĕрпе усă курса эпир машинăна касса çынсене кăларатпăр. Кун пек тĕслĕх манăн дежурствăра та пулчĕ. Пĕррехинче çăмăл машинăн тăррипе алăкĕсене касса салонри çынсене кăлартăмăр. Телее, «тимĕр урхамахри» çынсем ун чухне сывлатчĕç. Вĕсене васкавлă медпулăшу машинипе больницăна илсе кайрĕç. Анчах кайран вĕсемпе мĕн пулнине эпир нимĕн те пĕлместпĕр. Хамăртан мĕн килнине йăлтах пурнăçлатпăр эпир», — ĕçри тепĕр самантпа паллаштарчĕ хурал пуçлăхĕ.
Гитара чунпа канма пулăшать. Куçа хупсан та ĕçри самантсем тухса тăраççĕ. Чун киленĕçĕ вара Евгение савăнăç кÿрет. «Манăн атте Михаил Долгов — мусăкçă. Вăл мĕн пĕчĕкренех юрă-кĕвĕ тĕнчине парăннă. Музыка училищинчен вĕренсе тухнăскер тĕрлĕ инструмент калама пĕлет. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне тивĕçнĕ çывăх çыннăмпа чăннипех те мухтанатăп. Халĕ вăл ялти культура çурчĕн директорĕнче ĕçлет. Унăн пултарулăхĕ мана та куçнă ахăртнех. Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех юрлама, ташлама юрататтăм. Халĕ культура мероприятийĕсене час-часах хутшăнатăп. Пултарулăх конкурсĕнче хамăн чаç чысне хÿтĕлетĕп. Эпĕ гитара та калама пĕлетĕп. Пысăк пушара сÿнтернĕ хыççăн караулти ĕçтешсемпе час-часах пуçтарăнатпăр. Пĕр-пĕринпе чуна уçса калаçнисĕр пуçне гитара каласа юрăсем шăрантаратпăр. Юрă-кĕвĕ чунпа канма, ĕç пирки вăхăт-лăха манма пулăшать. Малтан пушар хуралĕн тытăмĕнче 20-25 çул ĕçленисем ытларахчĕ. Юлашки çулсенче çамрăксем килме тытăнчĕç. Пирĕн караулта чылайăшĕ манпа тантăш е кăшт аслăрах. Çавăнпа пире пĕр чĕлхе тупма çăмăл», — терĕ Евгений. Малалла вулас...
Комментари
Курак
вт, 14/11/2017 - 10:50
Permalink
заголовок
Пушарта организм инфаркт умĕнхи пекех пăлханать? Ку çамрăк хĕр инфаркт мĕн иккенне пĕлет-им? инфаркт умĕн пăлханаççĕ эппин...мда..
Комментари хушас