Пушарсенчен ытларахăшĕ - этем айăпĕпе

22 Ака, 2015

Хакасире тинтерех çеç алхаснă пысăк пушарсенче 38 ял-поселокри 1300-е яхăн çурт кĕлленнĕ, 30 çын вилнĕ, суранланнисем - 500 ытла. 5 пин çын пурăнмалли кĕтессĕр тăрса юлнă. Раççей МЧСĕ çак пушарсен сăлтавне типнĕ курăка этем хăй сăнаса-пăхса тăмасăр çунтарнипе, çанталăк типĕ те çиллĕ тăнипе çыхăнтарать.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ /Чăваш Республикин пушар надзорĕн патшалăх тĕп инспекторĕ/ Станислав Антонов генерал-майор та иртнĕ эрнере йĕркеленĕ пресс-конференцире Хакасири, Байкал тăрăхĕнчи, Бурятири пушарсенчен ытларахăшĕ этем айăпĕпе тухнине палăртрĕ. Хамăр тимсĕрлĕхе пулах пирĕн патăрта та кашни çулах типнĕ курăка вут хыпса илет, вăл çурт-йĕр çине куçни те пулкалать. Çуркунне çитсен республикăн кашни кĕтесĕнчех субботниксем ирттереççĕ. Унсăр пуçне кашни хăй килкартине, пахчи-дачине тасатать, çÿп-çапа, хăрнă курăк-йывăçа çунтарать. Çакăн пек чухне уйрăмах тимлĕ те асăрхануллă пулмалла, унсăрăн инкек тухасса кĕтсех тăр. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.