Пушă выртакан çĕре акăпăр-и?

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче район администрацийĕсен пуçлăхĕсен çумĕсемпе, АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕсен ертÿçисемпе, хăш-пĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕсемпе хальччен усă курман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре пусă çаврăнăшне кĕртессипе çыхăннă ыйтупа лару ирттерчĕ.

«Ĕнер çеç Вăрнар районне пырса тивекен çырупа паллашрăм, — терĕ. — Сирĕн çĕрпе еплерех усă курнине тĕрĕслекен муниципалитет тĕрĕслевĕ ĕçлемен. Пилĕк минутранах Ял хуçалăх министерствине райадминистрацирен çитрĕç. Çук, эпир ĕçленĕ теççĕ. Пĕр тĕрĕслев ирттернĕ. Анчах министерствăна янă информацие эсир хатĕрленĕ. Кăмăл пулсан кашнинпе паллаштарма пултаратпăр. Пирĕн пата янă хăш-пĕр цифрăпа килĕшмесен тÿрлетме пултаратăр. Анчах тĕрлĕ майпа чееленсе мар».

Малашне Раççей Ял хуçалăх министерстви регионсен ял хуçалăх министрĕсене, вĕсем район администрацийĕсен АПК енĕпе ĕçлекен специалисчĕсене аттестацилĕç.

«Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелли çулленхи тĕллеве пурнăçламасан кама явап тыттараççĕ? Чи малтанах — министра, — сăмаха тăсрĕ Сергей Артамонов. — Эсир мана «ура хуратăр». Пирĕн кама та пулин сăлтавсăр хурлас шухăш çук. Атьăр, алла-аллăн тытăнса ĕçлер, пĕр-пĕрне пулăшар.  Министерство сирĕнсĕр нимĕн те тăваймĕ». Малалла вулас...

 

Михаил СЕРГЕЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.