Пурте чипер, илемлĕ, пултаруллă...

27 Раштав, 2013

Раççейри чăваш наци культура пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем Хусанта пухăнса чăвашлăх ĕçĕнче çивĕч тăракан ыйтусене сÿтсе яврĕç. Вĕсенчен пĕри - йăхташсем йышлă пурăнакан регионсене чăвашла вĕренÿ кĕнекисемпе тата илемлĕ литературăпа тивĕçтересси. Тутарстанри, Эрĕнпур, Свердловск облаçĕсенчи йăхташăмăрсем тăван чĕлхепе вуласшăн, анчах юлашки çулсенче чăвашла кĕнекесем ку тăрăхсене питĕ сахал пыраççĕ. Тĕл пулăва хутшăннă ЧНК пĕрремĕш вице-президенчĕ В.Клементьев, А.Леонтьевпа К.Яковлев вице-президентсем çак ыйтăва Мăн Канаш ларăвĕнче пăхса тухассине пĕлтерчĕç.

Мероприяти тăсăмĕ - Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче иртнĕ VII «Тутарстан чăваш пики - 2013» илем тата пултарулăх конкурсĕ. Унта Тутар Республикинчи 11 район хĕрĕ тупăшрĕ. Çĕнтерÿçĕ «Раççей чăваш пики» конкурса хутшăнĕ.

Тутарстанра «Чăваш пики» проекта 2002 çулта йĕркеленĕ. «Общество ĕçне кÿлĕнсен организаци ĕçĕ-хĕлне аслă ÿсĕмрисем çеç хутшăннине асăрхарăм, - каласа кăтартрĕ конкурс директорĕ Светлана Чаркина. Çамрăксене мĕнле явăçтармалла-ха? Концертсемпе, спектакльсемпе илĕртеймĕн. Çав вăхăтра илем конкурсĕсем халăхра анлă сарăлнăччĕ, çавăн евĕрлĕ тупăшусем йĕркелес терĕмĕр. Проект хатĕрлерĕмĕр. Халĕ çирĕплетсех калама юрать: çамрăксем çак конкурса кăмăллаççĕ. Ялсенче хĕр ачасем пиллĕкмĕш класранах «Чăваш пикине» хутшăнма хатĕрленме пуçлаççĕ».

«Чăваш пики» илем конкурсĕ çеç мар, пултарулăх тупăшăвĕ те. Хĕрсем авалхи наци тумĕпе, хальхи вăхăтри кĕпепе паллаштараççĕ. Манăçа тухса пыракан апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Йĕркелÿçĕсем çапла майпа асанне-кукамайсен вăхăтĕнчи вăрттăнлăхсене хĕр пĕрчисем патне çитерме тăрăшаççĕ. «Чи пĕлтерĕшли акă мĕн: çакă пĕтĕмпех çамрăксене килĕшет. Вĕсем çултан çул ăсталăхне ÿстереççĕ, пултарулăхне аталантараççĕ», - тет Светлана Чаркина.

Мероприятие уçнă май конкурса хутшăнакансене /вĕсем 9-10 класра вĕренекенсем тата аслă шкулсен студенчĕсем/ Тутарстан халăхĕсен ассамблейин ĕçтăвком ертÿçи Н.Владимиров ырă сунчĕ. «Вун пĕрĕшĕ те питĕ чипер. Çак конкурса хутшăнниех вĕсем пурте çĕнтерÿçĕ пулнине çирĕплетет», - палăртрĕ вăл.

Хĕрсем чи малтан сцена çине наци тумĕпе тухрĕç, тăван чĕлхепе калаçрĕç. Унта жюри членĕсене хăйсем хатĕрленĕ апат-çимĕçе тутанса пăхма, хак пама сĕнчĕç. Пултарулăх ăмăртăвĕнче чăваш халăх, эстрада юррисене шăрантарчĕç, ташларĕç, сăвă каларĕç. Ăс-хакăл шайне тĕрĕсленĕ. Экзаменри пекех билет туртса тĕрлĕ ыйтăва хуравларĕç. Конкурс финалĕнче пикесем туй кĕпи тăхăнса тухрĕç. Залра ларакансене çакă уйрăмах килĕшрĕ.

Жюри пĕр саслăн Алексеев районĕн пики Мила Ильдуганова «Тутарстан чăваш пики - 2013» ята тивĕçлине пĕлтерчĕ. Чăваш пикине пуç кăшăлĕпе, ноутбукпа, ылтăнран тата хаклă чулсенчен хатĕрленĕ мăй çыххипе чысларĕç. Конкурса хутшăннă пĕр хĕр те парнесĕр юлмарĕ.

И.ПЕТРОВА.

Тутар Республики

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.