Пурнăç çулĕ такăр мар

1935 çулта Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Малти Пукашра Михаил Гусевпа Вера Кольцова çемйине çĕнĕ кайăк, Валентина, вĕçсе килнĕ. Унăн куккăшĕ, Поликарп Трофимович Кольцов, 1926 çултах Пермь крайне куçса кайнă. Кĕçех çамрăк çемье те Пермь крайĕнчи Елово салинче тĕпленнĕ. Анчах çулталăкран Валентина амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Виçĕ эрнерен хуйха чăтаймасăр кукамăшĕ те, Агафья, вăхăтсăр вилнĕ.

Пермь крайĕнчен хĕрачана ашшĕн пиччĕшĕ, Леонид, тăван тăрăха илсе таврăннă. Кĕçех вĕсем яланлăхах уйрăлнă. 1939 çулта çамрăк Совет Çарне тухса кайнă. Кайран вăл Житомирти çар училищинче вĕреннĕ. 1941 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă. Çав тапхăрта Леонид Гусев ялта пĕрремĕш лейтенант шутланнă.

Хастар та çивĕч хĕрача çул çитмесĕрех шкула каясшăн çуннă. Улттă тултарсанах кӳршĕ хĕрачисемпе пĕрремĕш класа утнă. Учитель ачасемпе паллашнă май вăл миçерине ыйтнă.

- Ултă çулта! - хыттăн каласа хунă Валентина.

Вăрçă çулĕсенче пĕрремĕш класс ачисене вĕренĕвĕн малтанхи кунĕнче пыл сĕрнĕ çăкăрпа сăйланă. Ыттисемпе пĕрлех хĕрачана та кучченеç панă. Анчах учитель ăна хистесех киле кайма ыйтнă: «Çитес çул килетĕн», - йăпатнă ачана вăл.

Хĕрача куççуль юхтарса килне таврăннă. Шутлама, вулама пĕлекенскере вĕренме йышăнманни кӳрентернĕ. Тăванĕсем ăна лăплантарнă, шкула çитес çул яма шантарнă.

1942 çулхи авăн уйăхĕ тĕлне Валентина тĕплĕн хатĕрленнĕ: пир сумкăна кĕнекесем, икĕ таса тетрадь чикнĕ. Паллă кун вăл ир-ирех шкула çитнĕ. Савăнăçне пытараймасăр партăсем хушшипе чупнă, йăмра турачĕпе арçын ачасене пуçĕсенчен лектернĕ. Класа кĕнĕ учитель çакна курсан тӳрех татса хунă: «Кун пек ачасене шкулта вĕрентместпĕр, япалусене пуçтар та тухса кай!»

Каллех вĕренесси пулман. Виççĕмĕш çулне çеç Малти Пукашри пуçламăш шкула вĕренме йышăннă ăна. Пĕрремĕш класс пĕтерсен хĕрачана Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Юртукасси ялне илсе кайнă. Кунта ама çури амăшĕ икĕ ачипе пурăннă. Вăрçă çулĕсенче апат-çимĕçе карточкăпа панă. Хĕрарăма ял канашĕнче çемьере виçĕ ача пуррине кăтартма, апат-çимĕç карточки илме кирлĕ пулнă Валентина. Çулталăкран вăл вĕсемшĕн ытлашши пулса тăнă. Кĕçех ăна паллакан çынсемпе Пермь крайне, тăванĕсем патне ăсатнă. Унта куккăшĕ патĕнче выльăх-чĕрлĕх пăхнă, ытти ĕçе явăçнă. Çурла уйăхĕнче Агреппина аппăшĕ Валентинăна каялла Малти Пукаша таврăнма ыйтнă. Çул çине валли кутамккана типĕтнĕ пулă, темиçе касăк сахăр, çур буханка çăкăр хунă. Пермьрен Сĕнтĕрвăррине каякан пăрахут çине лартса янă.

Хăюллă хĕрача кунта та çухалса кайман. Кăнтăрла ытти пассажирпа пĕрле сивĕ каютăра ларнă. Каçхине машинистсем патне ăшăнма кĕнĕ. Пуçĕ айне кутамккине хурса ирчченех çывăрнă. Пĕчĕкскер инçе çула пĕччен тухни матроссене тĕлĕнтернĕ. Унран ыйтсан Валентина хăюллăн хуравланă: «Анне тахçанах вилнĕ, атте фронтра пуçне хунă».

Виççĕмĕш класа вăл Сĕнтĕрвăрринчи шкула кайнă. Çулталăкран Малти Пукаша куçнă. Пуçламăш шкул хыççăн Октябрьскинчи вăтам шкулта вĕреннĕ. Хастарскер пур çĕре те хутшăнма тăрăшнă: стена хаçачĕ кăларнă, пултарулăх ушкăнне çӳренĕ...

Çиччĕмĕш класа чи лайăх паллăсемпе пĕтерсен Çĕрпӳри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. 25 çухрăма сахал мар утма тивнĕ унăн.

Хĕрĕн тăхăнма йĕркеллĕ тумтир, атă-пушмак пулман. Тăваттăмĕш курсри студентсем Çĕрпӳри шкулсенче ачасене вĕрентме тытăннă. Валентина уроксене çăпатапа çӳренине пĕлсен пĕрле вĕренекенсем укçа пуçтарса туфли туянса панă ăна. Çав тери хĕпĕртенĕ хĕр. Киле кайнă чухне парнене чĕркесе сумкине чикнĕ, урине çăпата сырнă. Ăна клуба кайнă чухне кăна тăхăннă. Парнене упранă, типтерлĕ тытнă.

1954 çулта Валентина Никитина педагог профессине алла илсе Калинин районĕнчи Уйкас Юнтапари вăтам шкула вырнаçнă.

1957-1960 çулсенче Октябрьскинче райком секретарĕнче вăй хунă. Вăхăт иртнĕ май Владимир Малининпа çемье çавăрнă, Шупашкара пурăнма куçнă, пуçламăш класс ачисене вĕрентнĕ.

Çемьеленсен те аслă пĕлӳ илес шухăш канăç паман ăна. Вăл Шупашкарти педагогика институтĕнче куçăмсăр майпа вĕреннĕ. Вырăс чĕлхипе литератури учителĕ пулса тăнă. Пĕлĕвне вĕренӳ курсĕсенче те ӳстернĕ.

Тивĕçлĕ канăва тухичченех Шупашкарти 30-мĕш шкулта директор заместителĕнче тăрăшнă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн - 49 çул. «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Вĕренекенсем Валентина Михайловнăна манмаççĕ: юратнă педагогĕ патне шăнкăравлаççĕ, çуралнă кунпа, уявсемпе саламлаççĕ.

Мăшăрĕпе ывăлпа хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă, аслă пĕлӳ панă. Вăл паянхи кун та ĕçтешĕсене, хăй вĕрентнĕ ачасене манмасть, час-часах ырăпа аса илет. Çу кунĕсенче садра вăй хурать. Çуралнă тăрăха, Малти Пукаша, çитсе тăванĕсемпе, ял-йышпа курнăçать, чунне уçать.

Альберт Кольцов.

Альберт КОЛЬЦОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.