Пурнăç – çĕр тĕрлĕ пăрăнăç

17 Чÿк, 2016

Редакцие ир-ирех вăтам пÿллĕ хĕрарăм кĕрсе тăчĕ. Çулсем иртнине пăхмасăр илемлĕхне çухатман-ха. Анчах куçĕ салхуллă, çăлăнăç шыранăн пăхать.

Çемье хăналăх-ши?

- Манăн упăшка, Александр, тăлăх ÿснĕ. Пĕр тăванĕ патĕнчен теприн патне куçса çÿренĕ. Юлашки çулсенче Балти тăрăхĕнче пурăннă. Кунтах çемье çавăрнă. 90-мĕш çулсенче вĕсем Муркаш районне куçса килнĕ. Вĕсене салара пĕчĕк çурт уйăрса пачĕç. Икĕ ачаллă çемье ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Вĕсем пирĕн урамрах пурăнатчĕç, анчах хутшăнман, - калаçăва пуçларĕ Инна В. - Пĕррехинче ман пата вĕсен кÿрши чупса çитрĕ: «Айта-ха, Александрăн арăмĕ вилнĕ, апат-çимĕç хатĕрлеме пулăшар», - тет. Хĕрарăм унчченех чирленĕ иккен. Ун чухне аслă ывăлĕ - 10-ра, хĕрачи 5 çулта пулнă. Амăшĕ вилсен вĕсем вĕçĕмех урамра чупса çÿренине асăрхарăм.

- Сирĕн хĕрачана çăвăнтармалла мар-и? - ыйтрăм пĕррехинче ашшĕнчен. Савăнсах килĕшрĕ. Çавăн хыççăн пĕчĕкскере пăхсах тăраттăм, çитереттĕм. Ăна кура асли те пирĕн пата туртăнчĕ. Тăлăхсене хĕрхеннипех пулăшма тытăнтăм темелле. Кĕçех хĕрачан та шкула кайма вăхăт çитрĕ. Çурла уйăхĕнче Александр пирĕн пата килчĕ: «Сирĕн Иннăна пĕрле илсе кайма юрать-ши?» - ирĕк ыйтрĕ аттепе аннерен.

- Пурăнса пăхăр-ха, - иккĕленчĕ анне. Арçынна шанманнине пытармарĕ темелле, анчах хирĕçлемерĕ. Çапла кĕтмен çĕртен çемье çавăртăмăр.

Ун чухне Инна 27-ре пулнă. Хăйĕн ывăлĕ çĕнĕ çемьере пурăнма килĕшмен, тăван килтех юлнă. Амăшĕ патне куллен хăнана çÿренĕ. Çурт-йĕр хĕсĕк пулнине пăхмасăр çемье малтанхи тапхăрта аванах пурăннă. Кил хуçи - йĕрке хуралĕнче, Инна почта уйрăмĕнче тăрăшнă.

Анчах кĕçех мăшăр хушшинчен хура кушак каçса кайнă. Типтерлĕ, ĕçчен хĕрарăм арçынна ачисене пăхма, кил-çуртра тирпейлеме кăна кирлĕ пулнă тейĕн.

- Çĕнĕ çул умĕн ĕçре уяв каçĕ иртрĕ. Эпĕ нумай тытăнса тăмарăм, киле таврăнтăм. Каçхи 9 сехет иртсен упăшка та çитрĕ. Ÿсĕр. Сасартăк ман çине сиксе ÿкрĕ, хаяррăн хĕнеме пуçларĕ. Ачасем хăранипе тухса тарчĕç. Тăна çухатиччен хĕнерĕ, ирччен асаплантарчĕ. Ирхине анне чупса çитрĕ. «Инна, айта, вĕлерет ку çын сана», - терĕ. Урăлса çитнĕ упăшка чĕркуçленсе каçару ыйтрĕ. «Сансăр Лиза мĕнле пурăнĕ? - йăлăнчĕ вăл. - Ан пăрахсам мана».

Çак вăхăтра йывăр çын пулнине ăнлантăм. Больницăна вырттарчĕç. Çакна пĕлсен упăшка чупса çитрĕ, ачана упраса хăварма ыйтрĕ: «Çĕнĕрен пурăнма тытăнар», - тесе йăлăнчĕ. Ăна ĕненсе каçартăм. Ача çураличчен хут уйăрттартăмăр, - хаш сывларĕ хĕрарăм иртнине аса илнĕ май.

Кĕçех мăшăрăн пĕрлехи арçын ача çуралнă. Çемье пысăкланнă май кивĕ çурт-йĕре çĕнетнĕ. Выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал йышлă усранă. Тăватă çултан хĕрача кун çути курнă. Чăн та, хирĕçесси пулнă-ха, анчах арçын текех аллине ирĕке яман. Çакă тăвăл умĕнхи шăплăх кăна пулнă-мĕн.

 

Мунчара ют хĕрарăмпа

Лăпкă пурнăç каллех чăл-пар арканнă. Александр ĕçсĕр юлсан килтисем «тамăка» кĕрсе ÿкнĕ. Арçын хăйĕн тарăхăвне çывăх çыннисем çинче сирнĕ. Сăлтавсăрах арăмне кĕвĕçме, эрех ĕçме тытăннă.

- Ют арçынсем патне кайма-и? Ун чухне 5 ачапа картиш тулли выльăх-чĕрлĕхчĕ пирĕн. Çын вырăнне хума пăрахрĕ. Вĕçĕм хĕненипе, куляннипе чирлесе кайрăм. Темиçешер кун киле таврăнмарĕ. «Эпĕ санран уйрăлатăп», - терĕ вăл мана пĕррехинче. Уйрăлма документсем вăрттăн пуçтарнă иккен. Ку вăхăт тĕлне аслисем çитĕнсе килтен тухса кайнăччĕ ĕнтĕ. Кĕçĕннипе, 10-ри хĕрачапа, хваттере пурăнма куçрăмăр. 14-ри ывăл ашшĕпе килтех юлчĕ, - калаçăва малалла тăсрĕ хĕрарăм. - Анчах кĕçех вăл та ман пата тарса пычĕ.

Васкаса тунă утăмшăн паянхи кун та ÿкĕнет вăл. Вăхăтлăха ирĕке тухнă упăшки çийĕнчех майра тупнă. Ăна шыраса аякка кайман, Иннăн кинне куç хывнă. Йывăр чирлекен шăллĕ çакна хирĕçлеймен.

Хваттерте пурăнса та Инна килне кайсах çÿренĕ - çурт-йĕре çĕклеме укçа-тенкĕ, вăй-хал самай хывнă хыççăн мĕнле пăрахăн ăна? Çитменнине ачасем те ÿссех пыраççĕ. Пĕррехинче килне çывхарнă май мунчаран пăс тухнине асăрханă вăл, унта васканă. Ак тамаша! Александрпа унăн кинĕ вĕри мунчара рехетленеççĕ.

- «Намăссăр, мĕн туса çÿрен кунта!» - тесе тарăхнипе çÿçĕнчен тăпăлтартăм кăна хайхине. Анчах мĕн усси, намăса çухатнă çынна ăса кĕртейĕн-и? Уйрăлтăмăр. Нушаланса тунă çурт-йĕре ют хĕрарăма парас килменнипе каялла унта куçрăм. Вĕсем тепĕр хваттер тупрĕç.

Çакăнпа кăна хирĕç тăру вĕçленмен-ха.

- Пĕлтĕр чÿк уйăхĕнче атте-анне килĕ умĕнче ют машина ларнине асăрхарăм. Хăвăртрах тăван киле васкарăм: шăллăмпа темĕн сиксе тухман-ши? Унта вара Александр хуçаланать, чÿрече рамине юсать. Кин ăна кунта ертсе килнĕ иккен. Çакна курсан чун «вĕресе кайрĕ». Тарăхнипе урама чупса тухрăм. Çĕнĕ машина кантăкне çапса çĕмĕртĕм. Вăл укçа çук тесе хĕрачана уйăхра 1500 тенкĕ кăна алимент тÿлет. Çав хушăрах чаплă машина туянать. Çитменнине, манăн тăван килте хуçаланаççĕ, - инкекĕн сăлтавне шырарĕ Инна.

Александр машинăна сиен кÿнĕшĕн ачасен амăшне каçарман, суда панă.

- Манăн адвокат тытма укçа çук. Судра пĕр свидетель те пулмарĕ. Александрпа кин сăмахĕ тăрăх суд турĕç мана. Саккун йĕркине пĕлменнипе хама хам хÿтĕлеме хевте çитмерĕ. Мана тÿресем 140 сехет ĕçлесе юсанма йышăнчĕç. Çак вăхăт тĕлне парăмсем капланчĕç. Эпĕ хваттерте пурăннă тапхăрта упăшка газшăн, шывшăн тÿлемен. Парăмсенчен тухма хăтланса икĕ ĕçре тар тăкрăм. Укçа-тенкĕ тĕлĕшпе йывăрлăха кĕрсе ÿкнипе суд йышăнăвне туллин пурнăçлаймарăм - ĕçлесе татаймарăм. Александр халĕ мана хуптарассишĕн чупса çÿрет. Ахăртнех, çĕнĕ арăмĕпе пирĕн çурт-йĕре куçасшăн. Ачасене те укçапа астарса мана хирĕç тăратма хăтланать. Мĕншĕн эпĕ уншăн курайми çын пулса тăтăм? Унăн аслă ачисене ура çине тăратнăшăн айăпа кĕтĕм-ши? Шел, аннене итлемерĕм. Халĕ чавса çывăх та çыртаймăн. Машина кантăкне çапса çĕмĕрнĕшĕн айăпа йышăнатăп. Анчах вĕренĕн те вĕçĕ пур. Куçран кулнине хăçанччен чăтмалла? Суд манăн лару-тăрăва ăнланма тăрăшманни пăшăр-хантарать. Çитменнине Александр ывăлшăн манран алимент шыраса илесшĕн. Икĕ ача та манпа пĕрле пурăннă вĕт! Тÿресем çакна шута илменни тĕлĕнтерет.

Инна В. Шупашкарти общество организацийĕсенчен хăйĕн правине хÿтĕлеме пулăшу ыйтасшăн.

Лариса НИКИТИНА.

Редакцирен. Статья пичете тухас умĕн каллех Иннăпа çыхăнтăмăр. «Суд йышăнăвне пурнăçламаншăн, туллин ĕçлесе татманшăн 8 кунлăха хупса лартмалла турĕç. Халĕ хама тытса каясса кĕтсе пурăнатăп», - терĕ вăл. «Эсир пĕрле пурнăç çулĕ çине тăратнă ачасем нивушлĕ сирĕн хута кĕмерĕç?» - ыйтмасăр чăтаймарăм. «Вĕсем ашшĕнчен иртме хăраççĕ. Хам нушапа чăрмантарас, хушша-хуппа кĕртес килмест». Хĕрарăм тĕрĕслĕхшĕн малалла кĕрешме хатĕррине пытармарĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.