Пурлăха та арестлеме тивет

12 Раштав, 2015

ПНОн Коррупцие хирĕç конвенцине Раççей Федерацийĕ 2003 çулта шăпах раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче алă пуснă. Паянхи куна коррупципе кĕрешме 172 патшалăх килĕшнĕ.

РФ Следстви комитечĕн ЧР управленийĕн Шупашкарти Мускав районĕн следстви уйрăмĕ асăннă кун тĕлне ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ.

Кăçалхи 11 уйăхра хулари Мускав районĕнчи следстви уйрăмне коррупципе çыхăннă 17 хыпар çитнĕ. 11-шĕ тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Суда 7 ĕç ярса панă. 3 ĕç взятка илнипе çыхăннă.

Кăçал пуçарнă уголовлă ĕçсем патшалăхпа обществăна 274 пин тенкĕлĕх тăкак кÿни палăрнă. Следовательсем тăрăшнипе 26 пин тенкине каялла тавăрма май килнĕ. Ку тĕлĕшпе айăпланаканăн пурлăхне арестлес мелпе анлă усă курнă. Çулталăк пуçланнăранпа Шупашкарти Мускав районĕн следователĕсем 250 пин тенкĕлĕх пурлăх арестленĕ.

Коррупципе çыхăннă преступленисем тунăшăн, ытти çулхи пекех, кăçал та суд тенкелĕ çине право хуралĕн органĕсенче ĕçлекен должноçри çынсем ларнă. Тĕслĕхрен, кăçал кăна Суд приставĕсен федераци службинче ĕçлекен икĕ çынна айăпланă. Следовательсем граждансем суд йышăнăвĕпе парăма шырама пынă приставсене взятка панă тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларнă.

Сăмахран, Шупашкарти Мускав район сучĕ парăмри 35 çулти арçынна взятка панăшăн айăпланă. 2 миллион тенкĕ штраф тÿлемелле тунă. Районти следстви пайĕпе суд çакна та палăртнă: саккуна пăснă арçын 50 пин тенкĕ укçана суд приставне кăçалхи çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче панă, çапла майпа арестленĕ автомашинине тавăрса парасса шаннă. Арçын парăмĕ 146 пин тенкĕ ытла пулнă, «Лада приорăна» çавăнпах арестленĕ. Анчах ăна суд приставĕсемпе ШĔМĕн коррупцие хирĕç ĕçлекен пайĕн сотрудникĕсем шухăшланине пурнăçа кĕртме паман, алăран ярса тытнă.

РФ СК ЧР Управленийĕн Шупашкарти Мускав районĕн следстви уйрăмĕ право хуралĕн ытти органĕсемпе коррупцие хирĕç кĕрешес, саккуна пăснисене уголовлă майпа айăплас тĕлĕшпе малалла та тĕллевлĕ ĕçлет.

Н.ПЕТРОВА,

Шупашкарти Мускав районĕн следстви уйрăмĕн следователĕн пулăшуçи.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.