Пурлăх та шута юратать: хака малтан палăртмасăр сутма юрĕ

12 Авăн, 2018

Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕ паян черетлĕ ларăва пухăнчĕ. Патшалăх пурлăхне хакне малтан палăртмасăр сутмалли йĕркене вăя кĕртес ыйтупа юстици министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Игорь Михайлов сăмах илчĕ.

Калаçу аукционра сутăнман пурлăх пирки пырать. Çавнашкал тĕслĕхсенче пурлăха хакне палăртмасăр сутлăха кăлараççĕ. Ăна туянас кăмăлли пĕччен пулсан вăл мĕнле хак калать — çав хакпа сутмалла. Темиçен тĕк — чи пысăк хак сĕнекенни пурлăх хуçи пулса тăрĕ.

Иван Моторин премьерăн иккĕленĕвĕ вырăнлă: 1 е 10 тенкĕллех туянма пултараççĕ вĕт… Акă мĕншĕн республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та асăрхаттарчĕ: хак чăннипех кĕтменскер пулма, темиçе миллион тенкĕ тăракан пурлăх та питĕ йÿнĕпе айккине кайма пултарать. Çавăнпа та асăрханмалла – пурлăх та шута юратнине асра тытмалла: «Вăл е ку пурлăхăн хакне эпир чухлатпăр. Отрасльсен министерствисен çав пурлăха туянма пултаракансене хăйсен те шырамалла. Паллах, кашниех йÿнĕрех туянасшăн, анчах пирĕн чи малтан бюджета пуянлатасси пирки шухăшламалла».

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас