«Пур предмет та пурнăçра кирлĕ пулĕ…»

Чи малтанах туртăм кирлĕ. Вăл пулсан ĕçе юратса пурнăçлатăн, тĕллев патне хăвăртрах çитетĕн. Вĕренÿ пирки те çавнах каламалла. Учитель ача ăс-тăнне хисте-хисте çĕнĕ пĕлÿпе пуянлатма тăрăшнинчен ытларах ача хăй вĕренесшĕн çунни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ун пек чухне учитель ĕçĕ те сая каймасть, вăл тăрăшни те куçкĕретех.

Татьяна Лубашкина шкулта «5» паллăсемпе çеç вĕренет. Кашни предметпа аван ĕлкĕрсе пыма, паллах, çăмăл мар. Анчах каларăмăр вĕт-ха, туртăм пулсан умри пăтăрмахсем те сисĕнмеççĕ. Таня вара питĕ хастар хĕрача.

- Манăн яланах вĕренес, çĕнĕрен те çĕнĕ пĕлĕве хăвăртрах ăса хывас килет, - тет вăл. - Пур предмет та пурнăçра кирлĕ пуласса шанатăп.

Таня çулсеренех шкулти, районти олимпиадăсенче вырăнсем йышăнса республикăрисене те хутшăнма тивĕçет. Математика, вырăс чĕлхипе литератури, биологи, экологи, чăваш чĕлхи, тăван ен культури, физика, технологи, нимĕç чĕлхи предмечĕсемпе районта тăтăшах мала тухать. Çавăн пекех Раççейре иртекен конкурссенчен те юлмасть вăл. Унта та малти вырăнсене йышăнса Хисеп хучĕллĕ пулать. Спорт енĕпе те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать.

- Анне яланах хавхалантарать, - тет хĕрача. - Çавăнпа çывăх çынсене тăрăшулăхпа савăнтарас килет. Çавăн пекех районти, республикăри ытти конкурса та хутшăнатăп, хама тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслеме юрататăп. Вăхăт пирки калас пулсан вара, тăрăшсан пур çĕре те ĕлкĕрме пулать.

Физкультура шăпах ачасене хастартарах пулма вĕрентет. Хускану вара пурнăç кăсăклăхне ÿстерет. Ахальтен мар-çке сывă ача пĕчĕкренех тĕрлĕрен вăйăпа туслă. Спортра уйрăмах баскетбола килĕштерет Таня.

- Виçĕм çул эпир Канаша баскетболла выляма кайнăччĕ. Хирĕç вылякансем пирĕнтен пĕр очко маларах пыратчĕç. Юлашки виçĕ çеккунтĕнче мечĕк кĕртрĕм, вара пирĕн команда виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Çакăншăн питĕ савăнтăм.

Пушă вăхăтра Таня, ытти хĕрача пекех, амăшне пулăшать. Тĕрлеме, çыхма та ÿркенмест. Кивĕ Эйпеç ялĕнче ачасем нумай-ха. Пысăк йышпа вăхăта хаваслă ирттерме питĕ аван. Республикăмăрăн тĕп хулинчен питĕ аякра вырнаçнă пулин те кунта пурăнакансем чăвашла калаçма манманнине çирĕплетет Таня.

«Йывăрлăха лекнисене пулăшмалла. Тăрăшса вĕрен. Ĕçрен ан хăра», - тесе вĕрентсех тăраççĕ ăна çывăх çыннисем. Вĕсен ăслă сăмахĕсене яланах ăса хывать хĕрача. Çавăнпах ăна ялта та, шкулта та хисеплеççĕ. Вĕренÿри тата спортри çитĕнÿсемшĕн Таня кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ.

- Çак укçана хальлĕхе тĕкĕнмĕп. Кайран шкул хыççăн малалла вĕренме кайсан та кирлĕ пулĕ. Çамрăксене стипендипе хавхалантарни питĕ тĕрĕс. Вăл тата тăрăшуллăрах вĕренме хавхалантарать, - пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне стипендиат.

Лариса ПЕТРОВА.

Улатăр районĕ,

Кивĕ Эйпеç шкулĕ.

Лариса ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.