Пулас профессор тапăнăва та кĕнĕ

27 Çурла, 2015

Асаттен ашшĕне, Канаш районĕнчи Атнаш ялĕнче çуралса ÿснĕ Василий Каховские, Хĕрлĕ çара 1941 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче илсе кайнă. Тÿрех химирен хÿтĕленекенсен К.Е.Ворошилов ячĕллĕ академи çумĕнчи курса хими службин командирне вĕренме янă.

1942 çулхи августран пуçласа вуникĕ уйăх Çурçĕр Кавказ фронтĕнче 7-мĕш гварди бригадин хими службин пуçлăхĕ пулнă. Василий Филиппович çинчен çырнă характеристикăра акă мĕн палăртнă: "В.Ф.Каховский юлташ 1942 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса - бригада химслужбин пуçлăхĕ. Паянхи кунчченех хăйĕн тивĕçне "5" паллăлăх пурнăçларĕ, хими службин ĕçне çапăçу вăхăтĕнче тĕрĕс йĕркелерĕ. Хăйĕнчен те, ăна пăхăнакансенчен те çирĕп ыйтакан пиçĕ командир. Кунсăр пуçне ăна штабран чаçсене шанса ярсан вĕсен тĕллевĕсене пурнăçлама нумай пулăшрĕ, çапăçусене тÿрремĕнех хутшăнчĕ. Нимĕç оккупанчĕсемпе кĕрешнĕ чухне командирсем хушнине пурнăçланă май хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн В.Ф.Каховские правительство наградине пама тăратнă". Кавказри çапăçусемшĕн вăл "Кавказа хÿтĕленĕшĕн" медале, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.