Пулас мăшăрне шывран туртса кăларнă

6 Çĕртме, 2019

«Петрушка, симĕс сухан йăранĕсем ăçтаччĕ-ха? Йăмăксене хура хурлăхан та çитересчĕ», — вĕткеленет киле каймашкăн хатĕрленекен мăнукăм. Унччен те пулмарĕ, кĕçĕннисемшĕн яваплă туяканскер теплицăран пĕр витре хăяр татса тухрĕ. Те çимĕçĕ, те аври тирнĕрен перчетке тăхăннă хăй. Унтан çăмарта пуçтарса кĕчĕ», — хăпартланса каласа кăтартать Ирина Охотина. Çулла 7-ри Дима кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче ялта хăналаннă. Çак эрнере нумай ача амăшĕн Анастасия Леонтьевăн çуралнă кунне паллă тумашкăн çывăх çыннисем Шупашкара килсе çитрĕç.

Хĕрачасем кĕтнĕ

«Пĕрремĕш хут УЗИ пăхсанах варта виçĕреш тĕвĕленнине каларĕç. Çак хыпара илтсен, ахăртнех, ытлашши хытă пăлханнăран куççуль юхса анчĕ. Мана, чи малтанах, вĕсене мĕн çитересси тата мĕн тăхăнтартасси шухăшлаттарчĕ. Каярах, лăплансан, ăша савăнăç кĕрсе вырнаçрĕ.

Упăшка та тÿрех ĕненмерĕ. «Тен, тепĕр хут тĕрĕсленмелле?» — терĕ иккĕленсе. Асли ывăл çуралчĕ, çавăнпах Пÿлĕхçĕрен хĕрачасем ыйтрăм.

Пирĕн йăхра йĕкĕреше пурнăç парнеленисем пур, çапах темиçе сыпăкри тăвансен тÿрех виçĕреш çут тĕнчене килнине илтмен», — аса илÿ çăмхине сÿтет Анастасия Леонтьева.

2296, 2330, 2096 грамм таякан хĕрачасем 36 эрнерен çуралнă. Тĕпренчĕкĕсем варта аталаннă вăхăтра хĕрарăма больницăна вырттарма сăлтав пулман. Виçĕреше ача çуратмалли çуртран хăвăртах кăларнă. Ун чухне Леонтьевсене саламламашкăн тăванĕсем, ĕçтешĕсем нумаййăн пухăннă.

Асламăшĕпе кукамăшĕн савăнăçĕ

«Виçĕреш кĕтнине кин çийĕчех шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Мухтав Турра, ачасем сывлăхлă çуралчĕç. Çакăнтан пысăкрах савăнăç пур-и вара?» — хунямăшĕн Светлана Порфирьевнăн сăнĕ йăл кулăпа çуталчĕ.

Куç тулли мăнукĕсене аслăмăшĕпе кукамăшĕ пăхма пулăшнине асăнмасăр иртеймĕн. Шупашкар районĕнче тĕпленнĕскерсем малтанхи вăхăтра черетленсе хулана çул хывнă. Хăйсем каланă тăрăх, уявсене яланах пĕрле паллă тăваççĕ. Халĕ те Анастасия Леонтьевăна саламланă хыççăн киле çитсе ĕне сума ĕлкĕресшĕн вăр-вар та çаврăçăнуллă хĕрарăмсем.

«Хĕрпе кĕрÿ килĕштерсе пурăннишĕн те эпир, тăванĕсем, хĕпĕртетпĕр. Çавăнпах çакăнта килсе çÿреме кăмăллă. Мăнуксене прививка тума вăхăт çитет-и? Эпир хаваспах хулана килетпĕр. Виççĕн /амăшĕ, кукамăшĕ, асламăшĕ/ пĕрер ача йăтса больницăна каятпăр.

Сăнатăп та, хĕрачасем питĕ туслă. Сăмахран, вĕсем валли тÿрех виçĕ кĕленче сĕт тултармалла. Пĕчченшерĕн ĕçмеççĕ. Хăшĕ те пулсан кашнинех валеçсе парать», — калаçăва тăвать Ирина Николаевна.

«Виçĕреш хĕрачасем уçăлма тухнă», — иртен-çÿрен пăшăлтатнине пĕрре мар илтнĕ. Ан тив, çывăрса тăранайман пултăр. Çапах Пÿлĕхçĕ пире мĕнешкел пысăк парне тунине никамран лайăх ăнланатăп», — телей тавра сăмах пуçарнă май çирĕплетсе калать тăватă ача амăшĕ.

Пĕрешкел сăнлă хĕрачасен кăмăлĕ тĕрлĕрен. Пĕр минут маларах çуралнă Валерия — командир вырăнĕнче. Урама тухсан та ыттисене ертсе пырать вăл. Кутăнлашакан Миланăпа Соньăна та лăплантарма пултарать. Пĕчĕк пулсан та йăлтах сăнать, тишкерет. Чăнах, виçĕреш выляма пуçласан урам ачасемпе тулнăнах туйăнать.

Çурла уйăхĕнче виçĕ тул тултаракан хĕр пĕрчисем ача садне çÿреççĕ. «Малтанлăха манран уйрăласшăн марччĕ. Халĕ хăнăхрĕç, алă сулсах ăсатса яраççĕ», — палăртать амăшĕ.

Çывăх çыннисем каланă тăрăх, виçĕреш пĕр-пĕрне евĕрлесе аталанать. Ачасем пĕр печение те виççе пайласа çиеççĕ. Вĕсене, пĕр ÿсĕмрискерсене, нихăçан та кичем мар.

Хăйсене ятăн кĕтес кирлĕ

Çапах виçĕреше çитĕнтерме çăмăл-и? «Çи-пуçа та, пушмака та пĕрин хыççăн теприне тăхăнтартаймăн. Тÿрех пурин валли те япала туянмалла. Паллах, çакă йышлă çемьешĕн тăкаклă», — пĕр саслăн ăнлантарать ашшĕ-амăшĕ.

Халĕ Леонтьевсен çемйи Шупашкарта патшалăхран тара илнĕ хваттерте пурăнать. Уншăн та уйăхсерен пысăк укçа кăларса хума тивет вĕсен.

Виçĕреш çитĕнтерекен çемье влаç тытăмĕнче ĕçлекенсенчен пулăшу ыйтнине пытармасть. «Пиллĕкмĕшне çуратсан хваттерпе тивĕçтерме май пулĕ», — çакнашкал «ăс паракан» та тупăннă Леонтьевсене. Кам пĕлет, тен, Анастасия Вячеславовна тепĕр ача кун çути кăтартĕ? Асли Дима та шăллăм кирлине калать. Çапах виçĕреше ура çине тăратакансене уйрăммăн пулăшнине кĕтсе илес шанăçа çухатмасть çак çемье.

Нумай ачаллисене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтереççĕ. «Муркаш районĕнче е Çĕрпÿ тăрăхĕнче хамăра ятăн çĕр парсан укçа-тенкĕ çитсе пыманни çурт хăпартма чăрмантарĕ. Унсăр пуçне унта çутă та, шыв та илсе пыман», — чун ыратăвне пытармасть Валерий Леонтьев.

Çапах кил хуçине те, çемье вучахне упракан хĕрарăма та ĕçрен пулăшни нимрен паха. Шупашкарти электроаппарат заводĕнче тăрăшакан Валерий Леонтьева хĕр пĕрчисем çуралсан виçĕ ача валли кÿме тата ытти япала парнеленĕ. «АККОНД» фабрикăра вăй хуракан хĕрарăма укçан пулăшу панă, памперспа тивĕçтернĕ.

15 çултан тĕл пулнă

Валерăпа Настя Етĕрне районĕнчи Ленинăра паллашнă. Ун чухне иккĕшĕ те çав тăрăха хăнана кайнине палăртса хăвармалла.

Çав кун 12-ри хĕрача пилĕкне пластик кĕленчесем çыхса шыва кĕрсе кайнă. Апла пулин те ишме пĕлменскер путма пуçланă. Юрать-ха çыран хĕрринчи 15 çулти çамрăк лару-тăрăва куçран вĕçертмен. Вăл шыва сиксе хĕрачана туртса кăларнă. Çав вăхăтра иккĕшĕ пĕр-пĕрне тупнине, ахăртнех, ăнланман та.

Тепĕр 15 çултан çак ялтах тĕл пулнă вĕсем. Чунран юратса çемье çавăрнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.