Пулас «кулибинсем»

1 Нарăс, 2018

Наука аталанăвĕнче роботсем паянхи кун пысăк вырăн йышăнаççĕ. Телевизорпа вĕсем пирки тăтăшах 2 кăтартаççĕ. Кăсăкланакансем валли пирĕн республикăра робот тума вĕрентекен тĕрлĕ кружок ĕçлет. Ачасем пурнăçран юлманни куç кĕретех.

Малти вырăна тухассишĕн

Кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Енре пысăк мероприяти иртнĕ. Регион шайĕнчи «РОБОФЕСТ — 2018» робототехника фестивалĕ 200 ытла вĕренекене пухнă. Малти вырăнсене тухассишĕн И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Улатăр, Çĕрпÿ, Канаш, Етĕрне хулисенчен, Йĕпреç, Комсомольски, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Патăрьел районĕсенчен килнĕ пултаруллă шкул ачисем тупăшнă.

Ăмăртăвăн хисеплĕ хăнисем: Шупашкар хулин пуçлăхĕ Евгений Кадышев, Чăваш патшалăх университечĕн машиностроени факультечĕн наукăпа техника пултарулăхĕн деканĕ Виктор Гардтфельдер, «Кулибин» клубĕн ертÿçи Сергей Сорокин.

Шăл çемми

Камăн робочĕ ăслăрах? Çакна палăртма ачасем çичĕ номинацире ăмăртнă, жюри членĕсем чи лайăх роботсене суйланă. Пĕчĕкренех инженер е программист пулма ĕмĕтленекен шăпăрлансене конструкторсемпе схемăсемсĕр пуçне нимĕн те кирлĕ мар тейĕн. Робот тăвасси — вĕсемшĕн шăл çемми. Хутшăнакансем мăшăрланса ĕçлеççĕ. Программăласси — чи кăсăкли. Енчен те çак ĕçе çăмăллăн тусан, робот умне лартнă тĕллеве пурнăçласан — çĕнтерÿçĕ пуласси те инçе мар.

Акă Иван Серовпа Арсений Игнатьев «Hello Robot Lego «Перевозчик» ушкăнра пĕрремĕш вырăна тухнă. «РОБОФЕСТ — 2018» ăмăртăва вĕсем «Перевозчик» направленири аслă ушкăнра хутшăннă. Ачасем кубиксене тĕссене уйăракан робота хăвăрт программăлама, лайăх ĕçлеттерме пултарнă.

Аталану

Арçын ачасем Шупашкарти «Кулибин» клубри «Робототехника» кружока çÿреççĕ. Арсений Шупашкарти 1-мĕш шкулта 5-мĕш «г» класра пĕлÿ пухать, Ваня — 49-мĕшĕнче 4-мĕш «в» класра. Робот техникин ăсталăхне вĕсем Сергей Мишин тренер пулăшнипе иккĕмĕш çул ăса хываççĕ.

Вĕр çĕнĕ конструкторпа вĕренни ачасене хăвăрт аталантарать. Занятире мĕн тĕрлĕ робот ăсталамаççĕ вĕсем! Хăйсем тунăскерсене пультпа ĕçлеттерееççĕ. Тĕрлĕ япалана сăнама, тиеме, тĕкме, геометри фигурисене ÿкерме, палăртнă кĕтесре çаврăнма вĕрентеççĕ. Робот ăсталани шухăшлава туптать. Клубри ушкăнсен хушшинче уйăхсерен ăмăрту иртет. Чи пултааруллисем вара регионти, çĕршыври тупăшусене хутшăнаççĕ.

Тĕллеве тарăнлатма ÿркенмеле мар

Шупашкарта çакăн йышши ăмăрту тăваттăмĕш хут иртет. Арсений ку таранччен 2017 çулта Санкт-Петербургра иртнĕ «Робофинист» тĕнчери фестивале, Junior Sckills регионти чемпионата хутшăннă. Иван Серов вара — кăçал пĕрремĕш хут. Апла пулин те тÿрех малтисен ретне тăнă.

Фестивальте робототехникăна чăнласах та юратни те çĕнтерĕве илĕртнĕ темелле. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.