Пулăç пулăçа…

7 Пуш, 2018

Муркаш районĕнчи Чуманкасси ял тăрăхĕнче пулăçсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Çанталăк сивĕтнине пăхмасăр унта 50 ытла пулăç хутшăнчĕ. Вĕсемпе пĕрлех пĕве хĕррине ватти-вĕтти те пуçтарăнчĕ.

Мероприятие Чуманкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Белов уçрĕ. «Пулăç пулăçа…» ăмăртăва çуллен йĕркелесси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ, — палăртрĕ вăл. — Хĕлле вăлтапа ларма юратакансемшĕн чăн-чăн уяв ку. Çавăнпах-тăр унта хутшăнакансен йышĕ ÿссех пырать».
Тĕп судья Евгений Мартынов старт панă хыççăн пулăçсем хĕрсех ĕçе тытăнчĕç: пăр шăтарса вăлтисене вакка ячĕç. Акă вăхăт нумай та иртмерĕ пĕрин хыççăн тепри пулă туртса кăларма пикенчĕ. Юрий Любимов вăлтине вара самай пысăк «тупра» çакланчĕ. Вăлах чи пĕчĕк пулă тытса тĕлĕнтерчĕ. «Ăнать-тăк, ăнать сана», — шÿтлерĕç юлташĕсем.

Ăмăрту пынă хушăра ыттисем çыран хĕрринче пулă яшки пĕçерчĕç. Техĕмлĕ шăршă таврана сарăлса сăмсана кăтăкларĕ. Хĕрÿ тапхăр вĕçленсен пурте вучах умне вĕри чей ĕçме, яшка çиме пуçтарăнчĕç. Ăмăртура малти вырăна Юрий Любимов йышăнчĕ. Чи çамрăк пулăç — Михаил Яковлев, опытли — Вячеслав Петров. Хĕрарăмсенчен Гузель Егорова палăрчĕ. Пурне те асăнмалăх дипломсемпе парнесем парса чысларĕç.

Комментари хушас