Пуçарусене — малти вырăна

16 Çĕртме, 2017

Çĕртме уйăхĕн 22-23-мĕшĕсенче X Шупашкар экономика форумĕ иртет.

Шупашкарти «Контур» суту-илÿ çуртĕнче иртнĕ çулсенчи пекех «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав йĕркелĕç. Ĕнерхи кун тĕлне 98 организаци-предприяти, çав шутра ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви те унта хутшăнма кăмăл тунă. Ăна савăнăçлă лару-тăрура 23-мĕшĕнче уçĕç.

ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви ертсе пынипе çав кунах «Регионсен наци технологи пуçарăвĕсене кун йĕркине кĕртсе анлă çул парасси /«Энерджинет» çул карттине палăртасси/» темăпа «çавра сĕтел» хушшине пуçтарăнса канашлĕç. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем — республикăри ĕçлĕ çынсен пуçарăвĕсене тĕпе хурса бизнес проекчĕсене пурнăçа кĕртесси, ку енĕпе ĕçлеме офис тăвасси, «Энерджинет» çул карттине республикăн энергетика кластерĕпе çыхăнтарасси, пред-принимательлĕх юхăмне тата лайăхрах сарма тĕллевсем палăртасси.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.