Пуçаруллă, çаврăнăçуллă пулма мĕн кансĕрлет?
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва кун йĕркинче палăртнă ыйтусенчен мар, çак кунсенче Сочире иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери 15-мĕш инвестици форумĕн пĕлтерĕшне хак панинчен уçрĕ.
Сочири мероприятие РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев хутшăннă, пленарлă ларура сăмах каланă. Дмитрий Анатольевич çĕршывăн политика стабильлĕхĕ наци экономикине тухăçлă аталантарнипе тачă çыхăннине палăртнă. Çавăнпа кăтарту, тухăç паракан майсемпе тÿрремĕнех ĕçлемеллине асăннă. Вĕсенчен пĕри — проектсемпе ĕçлесси. Правительство Пуçлăхĕ социаллă тата экономикăпа çыхăннă приоритетлă 11 проекта палăртнă.
«Унта хускатнă ыйтусем пире те пырса тивеççĕ, çавăнпа форум материалĕсемпе тĕплĕнрех паллашмалла, грантсемпе ĕçлессине тĕпе хумалла, — терĕ Михаил Игнатьев. — Бизнеса пуçăнакансем хутсем хатĕрлесси вăхăта нумай илнишĕн тĕрĕсех пăшăрханаççĕ. Ку енĕпе пирĕн те çаврăнăçуллăрах пулмалла. Пахалăх тĕлĕшпе те тимлĕрех пулма тытăнасса шанатăп. Малашне таварсем çине «Раççейре туса кăларнă» паллă лартĕç».
Михаил Васильевич çавăн пекех монохуласем тĕлĕшпе федераци шайĕнче пурнăçа кĕртекен программăсене хутшăнма чĕнсе каларĕ. Ку енĕпе Канаш хули пĕрремĕш утăмсем турĕ-ха. Малашне Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне хулисен ертÿçисене те конкурса хутшăнма сĕнчĕ.
Ăшă панă, анчах пур çуртра та мар
Авăн уйăхĕ ăшă, хĕвеллĕ кунсемпе ытлашши савăнтармарĕ, çавăнпа хутса ăшăтмалли сезона ытти çулхинчен кăшт маларах та пуçлама тиврĕ. Анчах пур çĕре те мар-ха. Мĕн чăрмантарать-ши çапла тума? ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Максим Иванов пĕлтернĕ тăрăх — сăлтавĕ темиçе те: юсав ĕçĕсене вĕçлейменнинчен пуçласа вĕçĕ-хĕррине тухайман парăмсем таранах. Юлашки кунсенче хĕвел кăшт-кашт пăхкаласа илкелет — тен, çак самантпа усă курма хăтланать хăшпĕр пуçлăх? Максим Вениаминович пĕлтернĕ тăрăх — республикăра ăшă парас ĕçе 89 процент пурнăçланă. Элĕк, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар районĕсенчи социаллă объектсенче авăнăн 20-мĕшĕнче ăшă пама пуçланă. Нумай хваттерлĕ çуртсенчен 3476-шĕнче /вĕсене централизациленĕ майпа хутса ăшăтаççĕ/ пурăнакансем хăйсене хăтлă туяççĕ. Йывăрлăхсем муниципалитет районĕсенче ытларах тĕл пулаççĕ. Ку енĕпе Çĕмĕрле, Пăрачкав, Улатăр тăрăхĕнче лару-тăру уйрăмах çăмăл мар.
Михаил Игнатьев ЧР патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçинчен Виктор Кочетковран хальхи вăхăтра миçе çемье сивĕ хваттерте шăнса ларнине пĕлесшĕн пулчĕ, анчах Виктор Владимирович кунашкал ыйту пуласса кĕтмен ахăр: хуравлаймарĕ. Ведомствăсен ертÿçисенчен ку енĕпе вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн тилхепине тинтерех çеç алла илнĕ Юрий Исаев палăрчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх — шкулсенчен Çĕмĕрле районĕнчи Хутарта тата темиçе районти 19 ача садĕнче ăшă çук. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова та лару-тăрăва пĕлет: Сĕнтĕрвăррипе Пăрачкав сыватмăшĕсенче, шел те, халăха хутса ăшăтман çуртсенчех йышăнма тивет. «Ыйтăва кун йĕркинче тытатпăр», — терĕ министр.
Михаил Васильевич шухăшĕпе — нумай хваттерлĕ çуртсемпе социаллă учрежденисене уйрăм хутса ăшăтмалли майпа усă курасси — чи меллĕ пулăм. «Ун пирки тахçантанпах калаçатпăр, анчах наччасрах манатпăр, — терĕ вăл. — Çĕмĕрлесене те çак мелпе усă курма сĕннĕ. Шута илмерĕç. Хăтлăх çеç мар, сахалрах тÿлев те савăнтарать вĕт çапла тусан».
Çуртсем çĕкленеççĕ... пурин валли те çитмеççĕ
Канашлăвăн кун йĕркинчи ик¬кĕмĕш ыйтупа та — халăхăн социаллă ушкăнĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси тĕлĕшĕпе — ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Максим Иванов сăмах илчĕ.
2010-2015 çулсенче патшалăх пулăшнипе ятарлă программăсене пурнăçа кĕртсе 42 пин çынна /18,1 пин çемьене/ пурăнмалли çурт-йĕрпе, хваттерпе тивĕçтернĕ. Çакна пурнăçлама 10,6 миллиард тенкĕ кирлĕ пулнă /амăшĕн капиталне çак шута кĕртмен/. Кăçал 5 пин çемьен /17,7 пин çын/ çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 2982,4 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă, çав шутра республикăн тата федерацин амăшĕн капиталĕ — 811,5 миллион тенкĕ.
Вăрçă ветеранĕсемпе тăлăх ачасене хăтлă хваттерпе тивĕçтерес тĕлĕшпе те чылай ĕç пурнăçланă, анчах туса çитерейменни те çук мар. Юлашки çулсенче тăлăхсен ячĕпе федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ сахалрах уйăрни лару-тăрăва çивĕчлетет.
Ыран — Учитель кунĕ. Çавна май республикăра юпа уйăхĕн 4-7-мĕшĕсенче уяв мероприятийĕсем иртеççĕ. Унта 11 пин педагог хутшăнĕ. Юпан 8-мĕшĕнче Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче Учитель кунне халалланă республика мероприятийĕ пулĕ. Уява мĕнле кĕтсе илесси пирки вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев каласа кăтартрĕ. Хальхинче те республика Пуçлăхĕ сĕнÿ пачĕ: «Мероприятисенче юрăпа кулă кăна мар, ĕçлĕ калаçу та пултăрччĕ. Чăваш Ене Раççей вĕренÿ министрĕ Ольга Васильева килсе кайнă хыççăн пурнăçа кĕртмелли ĕç пайтах», — терĕ вăл.
Надежда СМИРНОВА