Прокуратура нумай ачаллă çемьене хÿтĕленĕ

9 Çурла, 2017

Чăваш Енĕн прокуратури Тăвай районĕнче пурăнакан нумай ачаллă çемьене хÿтĕленĕ. Надзор органне çитме 30 тăваткал метрлă пÿртре саккăррăн хĕсĕнсе пурăнни хистенĕ.

Пысăк йыш çурт-йĕр черетĕнче тахçанах тăнă. Анчах черет шуман та шуман. Халтан кайнă çемьене вырăнтисем укçа çуккипе ăнлантарнă. Прокуратура ку ыйтăва татса памаллине асăрхаттарса яваплисем патне çыру ярса панă. Нумай ачаллă çемьене çуртпа тивĕçтернине Ачасен правине хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен республикăри уполномоченнăй та тĕрĕслесе тăрĕ.

 

 

Комментари хушас