Программăра пулăшу мерисем пулĕç

4 Пуш, 2016

Раççей Правительствин Председателĕ, "Единая Россия" парти председателĕ Дмитрий Медведев Чăваш Ене килсе кайни пирки партин регион уйрăмĕн секретарĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Николай Малов акă мĕн пĕлтерчĕ:

- Раççей премьерĕ, парти лидерĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулчĕ тата Шупашкарта социаллă ыйтусемпе канашлу ирттерчĕ. Аса илтеретĕп: "Единая Россия" партин нарăс уйăхĕн 5-6-мĕшĕсенче Мускав хулинче иртнĕ XV сћезчĕн пĕрремĕш тапхăрĕнче Дмитрий Медведев Раççейре пурăнакансене, экономикăпа унăн аталанăвне пулăшмалли мерăсем партин кăçалхи авăн уйăхĕнче иртекен Дума суйлавĕ умĕнхи программине кĕртмеллине пĕлтерчĕ. Программа докуменчĕ приоритетсене палăртать, вĕсене тĕпе хурса пирĕн хамăр çĕршыв аталанăвĕн тĕллевĕсене татса памалла. Программăра çынсене пăшăрхантаракан чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусен хуравĕсем пулмалла, - терĕ парти председателĕ.

Дмитрий Анатольевич сћезд хыççăн чи малтан шăпах Чăваш Ене килни питĕ кăмăллă. Анлă канашлура чи çивĕч ыйтусене - ĕç рынокĕнчи лару-тăру тата халăха ĕçе вырнаçма пулăшмалли мерăсем - пăхса тухрĕç. Д.Медведев Правительствăн экономикăра тумалли ĕçĕсен планне алă пуснине пĕлтерчĕ тата ĕçлеве пулăшмалли хушма мерăсем çинчен каласа кăтартрĕ: регионсене федераци бюджетĕнчен 3 млрд тенкĕлĕх субсиди уйăрма планлаççĕ, тепĕр 7 млрд тенкĕ - резерв, унпа кирлĕ чухне усă курма май пур.

Ĕçсĕрлĕхе чакармалли мерăсем, халăх ĕçлевне тата экономикăн тĕп отраслĕсене - ял хуçалăхне, металлургие, хими промышленноçне, машиностроение - пулăшасси пирĕн партин суйлав умĕнхи программине кĕрĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.