Проектсем йĕркеллех пурнăçланаççĕ

16 Кăрлач, 2019

Шăпах çапла пĕтĕмлетрĕç паян "Единая Россия" партин регион уйрăмĕнче парти проекчĕсем мĕнле пурнăçланнин ыйтăвĕсемпе йĕркеленĕ канашлура. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

Мероприятие уçнă май партин регион уйрăмĕн секретарĕ Юрий Кислов çак проектсене пурнăçа кĕртни Владимир Путин Президент Çырура тата "çу уйăxĕнчи" указсенче палăртнă тĕллевсемпе те çыхăннине пĕлтерчĕ. "Вĕсем урлă эпир халăха хамăр суйлав умĕн мĕн шантарнине чăна çавăратпăр", - терĕ. Чăваш Енре 2018 çулта партин 14, çавăн пекех регион шайĕнчи 2 проекта пурнăçа кĕртнĕ. Тĕслĕхрен, "Ача-пăча спорчĕ" ятлине тĕпе хурса пĕлтĕр ялти шкулсенче вырнаçнă 30 спорт залне тĕпрен юсанă. Кăçaл ку ĕçe малалла тăсĕç. Пĕтĕмпе кăçал партин 15 проектне пурнăça кĕртмелле.

www.hypar.ru

Теги: 

Комментари хушас