Халăха хумхантаракан ыйтусене хускатрĕç

31 Юпа, 2019

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян политика партийĕсен регионти уйрăмĕсен представителĕсемпе тĕл пулса калаçрĕ.

Мероприятие уçнă май вăл çак тĕлпулăва Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ умĕн ирттернине палăртрĕ. Пухăннисем политика тĕрлĕ партийĕнче тăраççĕ пулин те вĕсене пурне те пĕр тĕллев — халăх пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатасси — пĕрлештернине пĕлтерчĕ. «Эсир çынсен, хăвăрăн суйлавçăсен ыйтăвĕсене, вĕсен шухăш-кăмăлне лайăх пĕлетĕр. Пĕлтерĕшлĕ йышăнусем тунă чухне эпир халăхăн шухăшне те шута илетпĕр», — терĕ регион Пуçлăхĕ.

РФ Юстици министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕ Ольга Никонова хальхи вăхăтра Чăваш Енре 35 политика партийĕн регионти уйрăмĕсем ĕçленине пĕлтерчĕ. Çĕнĕ партисене регистрацилессин уйрăмлăхĕсем çинчен каласа кăтартрĕ. Хут çинче çеç шутланса тăраканнисем вара хупăннине пытармарĕ.

Тĕлпулура парти представителĕсем тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕç: коммерципе çыхăнман организацисене, социаллă тĕллевлисене, пулăшасси; сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ валли хушма укçа уйăрасси; пенси ÿсĕмне çывхаракансен интересĕсене хÿтĕлесси тата ытти те. Михаил Игнатьев пĕтĕм ыйтăва тĕплĕн хуравларĕ.

Тĕлпулăва килнисем хăйсен сĕнĕвĕсемпе те паллаштарчĕç. Тĕслĕхрен, пенсионерсен партийĕн представителĕ тепĕр çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалласа шкулта вĕренекенсен хушшинче сочиненисен конкурсне ирттерме сĕнчĕ. Унсăр пуçне вăл политика партийĕсен хушшинче спорт ăмăртăвĕсем йĕркеленине курасшăн. Унăн сĕнĕвĕсене пурте ырласа йышăнчĕç.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас