Продукцие пирĕн ют çĕршывсене те сутмалла

Шăматкун Патăрьел районĕнче пулнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе, муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци мелĕпе канашлу ирттерчĕ.

 Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - иртнĕ эрнере республикăра Пĕтĕм Раççейри тата регионсен хушшинчи спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. "Шупашкар хулинче 2000 ытла хăна пулчĕ. Ăмăртусем ирттерни регионăн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерме май парать", - терĕ вăл. 2016 çулта республикăра Пĕтĕм Раççейри тата пĕтĕм тĕнчери 50 ытла спорт ăмăртăвĕ иртĕ.

Сывлăх сыхлавĕпе шкул вĕренĕвĕн тытăмĕсене çĕнетсе улăштармалли, агропромышленноç комплексне аталантармалли социаллă пĕлтерĕшлĕ тĕп тĕллевсене "Пĕрле пурăнар - пĕрле ĕçлер" халăх программине кĕртнĕ. Халăхшăн çивĕч ыйтусене татса пама республика бюджетĕнче тивĕçлĕ укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çапла палăртса хăварчĕ: "Эпир нихăçан та пуш сăмах çаптарман. Пирĕн тĕллев - хамăрăн тивĕçсене туллин пурнăçласси. Республикăри аграрисен регионти тата çĕршыври апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтăва тĕпе хумалла". Михаил Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх - çĕршыври тавар туса кăларакансем рынока чăх-чĕп, сысна ашĕпе, çĕрулмипе туллин тивĕçтереççĕ. "Пирĕн продукцие ют çĕршывсене сутас енĕпе хастартарах ĕçлемелле", - терĕ вăл. Аграрисене патшалăх пулăшма маларах палăртнă мерăсем веçех сыхланса юлаççĕ.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăра уй-хир ĕçĕсем мĕнле пыни тата çитес вăхăтри тĕллевсем çинчен каласа кăтартрĕ. 2016 çулта акмалли лаптăк 580 пин гектар /2015 çулхипе танлаштарсан 101,1:/ йышăнмалла. 320 пин гектар çурхи культурăсем акасшăн. Ака лаптăкĕсен тытăмĕнче тĕп пая - 50: - пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем йышăнаççĕ, 40: - выльăх апачĕлĕх культурăсем, ытти - çĕрулми, техника культурисем тата пахчаçимĕç. Тĕштырă, выльăх апачĕ валли 82,5 пин гектар кĕр тыррисем акнă, 195 пин гектар çинче çĕртме сухи тунă.

Республикăна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕпе туллин тивĕçтернĕ. Усăсăр выртакан çĕрсен 22,5 пин гектарне кăçал пусă çаврăнăшне кĕртесшĕн.

Аслă Çĕнтерÿ уявне мĕнле хатĕрленни çинчен культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев, ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев пĕлтерчĕç.

Сергей Димитриев каланă тăрăх - хальхи вăхăтра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1250 инваличĕпе участникĕ, "Блокадăри Ленинградра пурăннă çынна" паллăпа наградăланă 49 çын, хăй вăхăтĕнче çула çитмен ÿсĕмре фашизм тĕрмисенче асапланнă 79 çын, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисен тăлăха юлнă 62 мăшăрĕ, вăрçăран таврăнсан вилнĕ салтаксен тăлăха юлнă 5 пин мăшăрĕ, 18,9 пин тыл ĕçченĕ пурăнаççĕ. Пурăнмалли çурт-йĕре лайăхлатмалли черетре вăрçă ветеранĕсемпе вĕсен çемйисенчи çынсем 203-ĕн тăраççĕ. Пуш уйăхĕнче республикăна федераци бюджетĕнчен 154,9 млн тенкĕ килнĕ. Хальхи вăхăтра ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви пурăнмалли хваттер /çурт-йĕр/ тумалли тата туянмалли сертификатсем парать. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕччен 125 сертификат пама палăртнă.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев муниципалитетсенче ветерансене тимлĕхсĕр хăвармалла маррине каларĕ.

Михаил Игнатьев Патăрьел районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсенче пулчĕ. Патăрьелти улма-çырла питомникĕнче республика Пуçлăхĕ кĕр калчисем еплерех хĕл каçнипе кăсăкланчĕ. Акционерсен обществин генеральнăй директорĕ Владимир Барышников хуçалăх аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕпе паллаштарчĕ. Акнă лаптăксем кунта 2015 çулта 368 гектар йышăннине пĕлтерчĕ /2014 çул шайĕн 104,2:/.

"Çурхи кун çулталăк тăрантарать. Çиллĕ çанталăка пула çĕр хăвăрт типсе пырать. Уй-хирти ĕçсене кĕске вăхăтра вĕçлеме мĕнпур майпа усă курмалла", - палăртрĕ Михаил Игнатьев.

А.ЛЬВОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.