Президент пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çĕклерĕ

«Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов тата партин Шупашкар хула уйрăмĕн ертÿçи, хула пуçлăхĕ Ирина Клементьева сĕннипе Шупашкар хула пухăвĕнчи «Единая Россия» фракцин депутачĕсем Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Федераци Пухăвне янă Çырăвне пĕрле итлесе сÿтсе яврĕç.

Президент Çырура хальхи вăхăтри çивĕч ыйтусене хускатнă: тĕнчери политики, экономика аталанăвĕ, агропромышленноç комплексне хушма пулăшу парасси, коррупципе кĕрешесси, граждансене социаллă пулăшу парассине вăйлатасси тата ытти те. «Экономика, шалти политика, социаллă пулăшу — çак çул-йĕре палăртрĕ хăйĕн Çырăвĕнче çĕршыв Президенчĕ. Çавăн пекех вăл «Единая Россия» партин те, унăн депутачĕсен те суйлавçăсемпе ĕçлемелли, хамăрăн ĕç-хĕле çынсемпе калаçса татăлса пурнăçламалли, вĕсен сĕнÿ-канашне шута илмелли çинчен каларĕ, — терĕ Ирина Клементьева. — Владимир Путин парти Правительствăн парламентри тĕревĕ пулнине палăртрĕ. Çавăнпа пирĕн хамăрăн ĕç-хĕле çирĕп йĕркене пăхăнтармалла, граждансене шантарнине, вĕсен умĕнче илнĕ яваплăха туллин пурнăçа кĕртме май килтĕр».

Ирина Всеволодовна çавăн пекех çулсем тумалли тата юсамалли, çуртсен картишĕсене йĕркене кĕртмелли программăсем Чăваш Еншĕн тата Шупашкаршăн уйрăмах пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Ку енĕпе республикăра, тĕп хулара нумай ĕç пурнăçланă, малашне те ĕçлес тĕллевлĕ. «Хула çыннисемпе картишсене, ача сачĕсемпе шкулсене хăтлăх, тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе пĕрле ĕçлĕпĕр, хăйнеевĕрлĕ программăсем хатĕрлĕпĕр. Чăваш Ен Пуçлăхĕпе тата Правительствăпа пĕрле граждансен пурнăç условийĕсене лайăхлатас енĕпе малашне те тухăçлă ĕçлĕпĕр», — терĕ хула пуçлăхĕ.

Ирина Клементьева ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне Юрий Кислова, Пĕтĕм Раççейри «Единство и Отечество» /ун чухне «Единая Россия» çапла ятлă пулнă/ партин Шупашкарти уйрăмĕн политканашĕн пĕрремĕш председателĕ пулнăскере, республикăра парти хисепне çирĕплетме пысăк тÿпе хывнăшăн тав турĕ, Тав çырăвĕпе чысларĕ. Партин хула уйрăмĕ 2002 çулхи ака уйăхĕнче йĕркеленнĕ, малтанхи вăхăтра унăн ретĕнче 79 çын тăнă. Паян вара, Ирина Клементьева пĕлтернĕ тăрăх, хулара 7 пине яхăн «единорос». Республикăра — 33 пине яхăн. «Парти хăй Раççейре тата Чăваш Енре тĕрĕс политика вăйĕ пулнине çирĕплетрĕ», — терĕ Ирина Клементьева.

О.ПЕТРОВ

О.ПЕТРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.