Предприятие хупсан...

Ачана виçĕ çула çитиччен пăхмашкăн илнĕ отпускра лартнă вăхăтра предприятие хупнипе мана ĕçрен кăларса ячĕç. Кун пек чухне çĕнĕ вырăн тупиччен ĕçпе тивĕçтерекен центрта икĕ эрне иртиччен учета тăма юрать-и?

Любовь.

Çĕнĕ Шупашкар хули.

Ачана пăхмашкăн илнĕ отпуск вăхăтĕнче предприятие хупнипе ĕçрен кăларса янă хĕрарăмсене учета илесси ĕçлев тытăмĕнче вăйра тăракан саккунсем /çав шутра "Раççей Федерацийĕнчи халăх ĕçлевĕ çинчен" саккун/, тивĕçлĕ ĕç шырас тĕллевлĕ граждансене регистрацилемелли, ĕçсĕр граждансене учета илмелли тата тивĕçлĕ ĕç суйламалли требованисен Раççей Федерацийĕн Правительствин 2012 çулхи авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 891-мĕш йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ пĕтĕмĕшле йĕркепе пурнăçланать. Çавăнпа пĕрлех граждансен асăннă категорийĕ тĕлĕшпе çирĕплетнĕ уйрăмлăх та пур. "Раççей Федерацийĕнчи халăх ĕçлевĕ çинчен" саккунăн 3-мĕш статйин 1-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн вырăн шыракан тата унта тăрăшма хатĕр вăй питти граждансене ĕçсĕр тесе йышăнаççĕ. Ача çуратас умĕнхи тата çуратнă хыççăнхи отпусксем вăхăчĕшĕн ĕçлеме пултарайманнине çирĕплетекен лист пани служба органне хĕрарăмсен асăннă категорине ĕçсĕр тесе йышăнма чăрмантарать. Анчах та вĕсем çÿлерех асăннă сăлтавпа кăларса янă хыççăн календарьлĕ 14 кун иртиччен юрăхлă ĕç шырас шухăшпа пынă ача амăшне регистрацилемесĕр тăма пултараймаççĕ. Енчен те ăна малтанхи вырăнтан кăларса янăранпа 3 уйăх иртиччен ĕçлĕ туман тăк служба органĕ юлашки ĕç вырăнĕ тĕлĕшпе тăратмашкăн справка парать. Хĕрарăм ĕç шырамасан тата ăна пуçăнма хатĕр пулмасан кунашкал документа тивĕçеймест.

Ачана 1,5 çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнĕ хĕрарăмсем тĕлĕшпе лару-тăру çакăн пек: ачаллă граждансене патшалăх пулăшăвĕ памалли тата тÿлемелли йĕркепе условисем тăрăх /вĕсене Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин 2009 çулхи раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнчи 1012-мĕш хушăвĕпе çирĕплетнĕ/ ача пăхнăшăн уйăхсерен тивĕçмелли укçана хирĕçлесен кăна ăна ĕçсĕрлĕх пособийĕ пама пултараççĕ, урăхла каласан унăн икĕ тÿлеврен пĕрне суйлама ирĕк пур. Вăл уйăхсерен ача укçи илсе тăрас тет тĕк ĕçлев органĕ ĕçсĕрлĕх пособийĕпе тивĕçтерменни пирки Социаллă страховани фончĕн территори органне тăратмашкăн справка парать.

Ĕçпе тивĕçтерекен служба

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.