Предпринимательсен «çарĕ» пысăкланать

14 Пуш, 2018

Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе паян иртнĕ ларура Предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Александр Рыбаков хăйĕн ĕçĕ çинчен отчет турĕ. 

Бизнес омбудсменĕн ĕçĕ анли куç кĕрет — предпринимательсем пулăшу ыйтнине пĕр тăхтамасăр хуравлама тивнинчен тытăнса вĕсене Арбитраж судĕнче хÿтĕлени таранах. Уполномоченнăй СИЗОри, юсанмалли колонисенчи бизнесменсемпе курнăçассинчен те ютшăнмасть. Вĕсене ирĕке тухсан бизнеса каялла таврăнма пулăшассине те хăйĕн тивĕçĕсен шутĕнче курать.

Çакă, паллах, пĕчĕк тата вăтам бизнесăн экономика аталанăвĕнчи пысăк пĕлтерĕшĕпе çыхăннă. Предпринимательсен шучĕ пысăклансах пырать — паян вĕсен республикăри «çарĕ» 47 пинпе танлашать. Чăваш Енри ĕç вырăнĕсен виççĕмĕш пайĕ — вĕсен тÿпи. Хыснана хывакан налуксен калăпăшне çуллен 10% ÿстерсе пыма вăй çитерни те ырă сăмаха тивĕç.

Александр Рыбаков бизнес тĕлĕшпе тĕрĕслевпе надзор мероприятийĕсен шутне палăрмаллах чакарнине çитĕнÿ вырăнне хурса хаклать. Чылайăшĕ çапла пуласса шанман та, анчах МЧС, Роспотребнадзор, ытти тытăм планпа пăхнă тĕрĕслевсене чăннипех нумай чакарнă — хăшĕсем ултă хут таранах. Тĕллев — планпа пăхманнисене те сахаллатасси. Предпринимательсемпе час-часах курнăçнă май уполномоченнăй вĕсем вак-тĕвекшĕнех хăйсем тĕлĕшпе уголовлă ĕçсем пуçарнăшăн кăмăлсăррине пĕлет. Çавăнпа йăлана кĕртесшĕн: енчен те ыйтăва арбитраж е гражданла суд тишкерет пулсан вăл вĕçлениччен уголовлă ĕç пуçарма тăхтамалла — право хуралĕн органĕсен çакна тĕпе хумалла. Александр Николаевич умри тĕллевсен шутĕнче çавăн пекех саккунсенчи бизнеса чăрмантаракан кивелнĕ положенисене тупса палăртассине, патшалăхăн тата муниципалитетсен предпринимательсен умĕнче парăмсем пулассинчен сыхланассине асăнчĕ.

Михаил Игнатьев бизнесăн влаçпа çыхăннă шанăçĕпе кăсăкланнине хуравланă май уполномоченнăй ĕçлĕ çынсем хăйсем тĕлĕшпе тимлĕх пулнине туйнине палăртрĕ. Çавна май уççăн ĕçлекенсен йышĕ пысăкланса пыни сисĕнет. 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас