Право пулăшăвĕн кунĕ

18 Чÿк, 2014

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Енре Ачасене право пулăшăвĕ памалли кун пулать. Çак кун республикăри мĕн пур хулапа районта юстици тата шалти ĕçсен органĕсем, ЧР Ачасен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ, патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, нотариуссемпе адвокатсем, Раççей Юристсен ассоциацийĕн Чăваш регион уйрăмĕ, вĕренÿ организацийĕсем тата коммерципе çыхăнман ытти тытăм хутшăннипе анлă мероприятисем иртĕç.

РФ Президенчĕн йышăну пÿлĕмĕнче Раççей Юстминĕн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Д.М.Сержантов граждансене ачасен прависемпе интересĕсене хÿтĕлессипе çыхăннă ыйтусемпе йышăнĕ, тĕлпулусене адвокатсемпе нотариуссен пĕрлĕхĕн, социаллă хÿтлĕх, опека органĕсене явăçтараççĕ. Йышăну çак адреспа иртет: Шупашкар хули, Ленинград урамĕ, 36 çурт /Нумай функциллĕ центр/ - 13-рен пуçласа 15 сехетчен. /8352/ 62-22-33, 62-22-55 телефонсемпе шăнкăравласа малтанах çырăнма пулать.

Ачасен прависемпе, опекăпа, ачасемпе ашшĕ-амăшĕн хутшăнăвĕсемпе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлекен тÿлевсĕр юридици консультацийĕн пункчĕсене çавăн пекех вĕренÿ учрежденийĕсенче, ача çурчĕсенче, çул çитменнисен социаллă реабилитаци центрĕсенче, çынсене йышăнмалли пÿлĕмсенче, МФЦра йĕркелеççĕ. Тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕсĕр пуçне çак кун ачасемпе ашшĕ-амăшне право пĕлĕвĕ памалли семинарсем, лекцисем, «çавра сĕтелсем» пулаççĕ.

Кăмăл пуррисене пурне те çак мероприятисене хутшăнма чĕнеççĕ. Республикăра Право пулăшăвĕн кунне йĕркелемелли планпа Раççей Юстминĕн Чăваш Енри управленийĕн сайтĕнче /to21ĕminjustĕru/, Чăваш Республикин влаç органĕсен официаллă порталĕнче, çавăн пекех Право пулăшăвĕн кунне хутшăнакан мĕнпур органпа организаци сайтĕнче паллашма пулать.

Н.АНДРЕЕВ.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.