Правительствăпа бизнес – алла-аллăн

16 Нарăс, 2017

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян «ЧР Суту-илÿпе промышленноç палати» союз членĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçăва экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова, Суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин, ыттисем хутшăннă.

Михаил Игнатьев союз членĕсем предпри¬нимательсене пăшăрхантаракан ыйтусене татса пама пулăшнă, Правительствăна сĕнÿсем панă май пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçланине палăртнă. «Пĕрле тăрăшса нумай ĕç тума пултартăмăр. Чăваш Ен РФ субъекчĕсен инвестици климачĕн наци рейтингĕнче бизнес валли чи хăтлă условисем йĕркеленĕ ултă регион шутĕнче. Пирĕн çак шайран анма юрамасть, ĕçлĕ климата малашне те лайăхлатса пымалла, хамăрăн предпринимательсене пулăшмалла», — тенĕ вăл.

Игорь Кустарин Суту-илÿпе промышленноç палати федерацин, республикăн тата районсемпе хуласен влаç органĕсемпе 30 ытла килĕшĕве алă пусни, вĕсене пурнăçлани пирки пĕлтернĕ. Палата предприятисен, предпринимательсен пĕрлешĕвĕсемпе тачă çыхăну тытать. Унăн членĕсем — 400 ытла предприяти, бизнесăн 27 пĕрлешĕвĕ.

Тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май ЧР Министрсен Кабинечĕ тата Суту-илÿпе промышленноç па¬лати тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă. Документра икĕ ен ре¬спубликăн социаллă пурнăçпа экономика ата¬ланăвĕн ыйтăвĕсемпе алла-аллăн ĕçлессине çирĕплетнĕ.

Н.ЯКОВЛЕВА.

Комментари хушас