Порей сухан

9 Утă, 2015

Ытти пахчаçимĕç йышĕнче сухана тивĕçлипех хаклаççĕ. Унсăрăн тутлă апат хатĕрлеме çук та пулĕ. Сухан сорчĕ нумай. Юлашки çулсенче порей сухан ытларах лартма пуçларĕç. Унпа апат хатĕрленĕ чухне анлă усă кураççĕ.

Çак сухан питĕ усăллă: унра тимĕр, фосфор, кали, тĕрлĕ витамин пур. Вăл организма витаминпа пуянлатать, иммунитета çирĕплетет. Типĕтнĕ порей суханра С витамин виçи 2 хут ÿсет!

Порей ахаль сухан пек йÿçĕ мар, куççуль кăлармасть. Унăн тути техĕмлĕ те çемçе. Нумай рецептра порейăн шурă пайне усă курма сĕнеççĕ. Çапах суханăн симĕс çулçисем те çиме юрăхлă. Тураса янă симĕс порей çулçи кирек мĕнле яшкана та техĕмлĕх кĕртет, апата витаминпа пуянлатать.

Çак сухана пахчара лартса ÿстерекен те йышланса пырать. Порей сухана ĕрчетесси вăрлăхран пуçланать. Унăн вăррин шăтаслăхĕ 3 çул упранать. Акнă çулхине вăл çулçă кăларать, туналанать.Тепĕр çулхине вăрă туни тухать те вăрăланать. Порей çулçи лаптак, ыхра çулçи евĕрлĕрех, анчах шултра - 3-6 см сарлакăш, 90 см вăрăмăш пулать. Порейăн çулçисем пĕр-пĕрне хупласа тăрса туналанаççĕ. Çав тунана шăпах апатра анлă усă кураççĕ те.

Порейăн тĕрлĕ сорчĕсене туса кăларнине кура ăна Вăтаçĕр тинĕсĕ тăрăхĕнчен пуçласа Скандинави таранах çитĕнтерме пулать. 6-7 уйăхран çеç пулса çитет вăл. Çавăнпа пирĕн тăрăхра ăна калчалантарса çитĕнтермелле. Сентябрь-октябрьте тухăç илес тесен калча тума март уйăхĕнчех акмалла.

Порей калчине куçарса сайратма кирлех мар. Ешчĕке 3х3 см пайласа йĕрлемелле те кашни тăваткăла 3-4-шар вăрă хумалла. Кун пек чухне сухана йăрана куçарса лартма меллĕрех.

Акнă вăрлăх шăтиччен пÿлĕмри температура 20-22° ăшă тăмалла, каярах кăнтăрла - 17-20°, каçхине 10-14° ăшă пулсан çителĕклĕ. 60-70 кунран калчана ирĕке куçарса лартмалла. Пĕр тăваткăл метр лаптăка 30 яхăн сухан лартма юрать. Хăвăрт пулса çитекеннине çăрарах лартни те йăнăш мар. Калчана 10-15 см тарăнăш йĕрсене лартмалла. Лартас меслет тĕрлĕрен, анчах порейăн туни çемçе те шурă пултăр тесен ăна купаламалла.

Порей сухана валли унччен хăяр, купăста, пăрçа ÿснĕ лаптăксем аван. Сухана лартиччен тăпрана лайăх çĕрнĕ тислĕкпе хутăштармалла. Минераллă удобрение тăпрана çуркунне хывмалла. Лартнă хыççăн пĕр уйăхран тутлăхлă япаласемпе апатлантармалла. Порей сухана пăхма кăткăс мар: çум курăкран тасатмалла, тăпрана кăпкалатмалла, вăхăтра шăвармалла. Вăл тĕрлĕ чир-чĕрпе питех сиенленмест. Тымар çĕрĕкĕ ерме пултарать. Кун пек чухне çулçăсем вĕçĕнчен сарăхса типме пуçлаççĕ. Хытă сиенленнĕ ÿсен-тăран шанать, туртсан çăмăллăнах тăпăлать. Çĕрĕк тĕлĕнче шурă пăнчăсем курăнаççĕ. Ку - чир кăмпин йăви /мицелий/. Кăмпа чирĕн вăрлăхĕ /спори/ тăпрара темиçе çул упранать. Ăна пĕтерме тăпрана извеçлени пулăшать. Хурт-кăпшанкăсенчен сухан шăни тата табак трипсĕ порея тапăнаççĕ. Вĕсенчен хăтăлма сухан йăранне кишĕрпе юнашар лартни, йăрана кишĕр вăррине вĕтетсе сапни пулăшать.

Порей сухана усă курмалăх тăпăлтарса пымалла. Йăран çинчен йăлтах хура кĕркунне, çĕр шăнас умĕн çеç пуçтармалла. Кăларнă суханăн тымарне 1 см вăрăмăш хăварса касмалла, сиенленнĕ çулçăсене иртмелле, çулçăсен тăррине касмалла та сивĕтмĕшре полиэтилен хутаçра упрамалла. Нÿхрепре хăйăрпа витсе те лайăх упранать сухан. Упрамалли температура Ç2°.

Порей суханпа панулми рецепчĕпе паллаштаратпăр. Сухан тунине çурма ункăсем туса касмалла, антоновка панулмине шултра теркăпа хырмалла та майонез хушса пăтратмалла. Кирлĕ виçе: 300 г порей, 1 пысăк панулми, 50 г майонез, тутине кура тăвар.

Пăшăхланă порей. Сухана ункăласа турамалла, тăвар сапмалла та çатмара услам çупа пăшăхламалла. Унтан противень çине сармалла, пĕр çăмартана хăймапа лăкаса ямалла, çиелтен сыр теркăласа сапмалла. 180° хĕртнĕ духовкăра 15 минута яхăн тытмалла. Кирлĕ виçе: 150 г сухан, 30 г услам çу, 30 г хăйма, 1 çăмарта, 10 г сыр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.